Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çамрăклăхра вăй

 Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура сывă пурнăç йĕркине çирĕплетесси, халăх пурнăçĕнчи культурăна ỹстересси пирки витĕмлĕ каланă. "Физкультурăпа спорта аталантарас тата халăхăн канăвне йĕркелес ĕçе муниципалитет шайĕнче тухăçлă пурнăçлама пулать, - тенĕ Çырура. _ Çак ĕçе пурнăçлас тесен сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче сармалла. Пирĕн тĕллев _ граждансене, уйрăмах çамрăксене, физкультурăпа спорта активлă явăçтарасси". Район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, спорт тата культура управленийĕ Президент палăртнă задачăсене пурнăçлас тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçлесе пырать. Районта çамрăксем пурĕ 3540 çын ытла е пĕтĕм халăхăн 22 проценчĕ шутланаççĕ. Çамрăксен пушă вăхăтне усăллă йĕркелес тĕлĕшпе 21 клубпа кану учрежденийĕ, 20 библиотека, ачасен искусство шкулĕпе спорт шкулĕ, 18 вĕрентỹ учрежденийĕ тăрăшаççĕ. Çак учрежденисенче тĕрлĕ кружоксемпе секцисем ĕçлеççĕ. Районта 52 спорт сооруженийĕ, 13 спорт залĕ, 3 хоккей коробки пур, вĕсенче пĕр вăхăтрах 2400 ытла çын хăйĕн сывлăхне тĕреклетме пултарать. 2005 çулта çитмĕле яхăн спорт мероприятийĕ ирттернĕ. Чи массăллă ăмăртусен шутне йĕлтĕрпе чупса район администрацийĕн пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ эстафетăна, районти футбол чемпионатне, ял çамрăкĕсен спартакиадине, Физкультурниксен кунне халалланă спорт мероприятийĕсене тата ыттисене кĕртмелле. 2005 çулта федераллă бюджетран 278 пин тенкĕлĕх спорт инвентарĕ уйăрса пачĕç. Район администрацийĕ спорт инвентарĕсем туянма тата ăмăртусем ирттерме 226 пин тенкĕ уйăрчĕ. Çамрăксене физкультурăпа спорта явăçтарас тĕлĕшпе Анат Чаткасри вăтам шкулти "Чепкасинец" спорт клубĕ, Шăмăршăри "Эвита" спорт клубĕ, районти тĕп больница, шалти ĕçсен пайĕн, "Елочка" санатори ертỹçисем, Пуянкасси, Карапай Шăмăршă, Васан, Кивĕ Чукал ял администрацийĕсем пысăк вăй хураççĕ. Çав вăхăтрах пăшăрхантаракан тĕслĕхсем те пур. Районти 700-е яхăн çамрăк ниçта та ĕçлемест тата вĕренмест. Çамрăксен пĕр пайĕ эрех-сăрапа иртĕхни те вăрттăнлăх мар. Çул çитменнисем преступлени çулĕ çине тăни те чуна ыраттарать. "Эпĕ шанатăп, эпир Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулĕнче культурăна упраса тата сыхласа хăварас енĕпе çĕкленĕ темăна çитес çул патшалăх, муниципалитет тата обществăлла хăш-пĕр проектсенче малалла аталантармалла, - тенĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура. _ Культура ăнлав анлă _ калаçу тата тыткаларăш культури, пирĕн бизнес кăларакан тавар пахалăхĕн культури, йăла культури тата апат çинĕ чухнехи культура, сывлăх сыхлавĕн тата тăван тавралăх культури, политика культури тата шухăшлав культури, унран уйрăм çыннăн пурнăçĕнче пурте килет! Çынсен шухăшлавне улăштармасăр, ăс-хакăлне упраса хăвармасăр тата ăна ỹстерсе пымасăр, вĕсен ăс-хакăл ỹсĕмĕсĕр пурлăх енĕпе малалла пысăк çитĕнỹсем тума çук". Çак сăмахсемпе эпĕ пĕтĕмпех килĕшетĕп.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 января 2006
00:00
Поделиться