Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вĕрентỹ Шкул пурнăç уттинчен юлмасть

ЮЛАШКИ çулсенче районти шкулсенчи педагогика коллективĕсем ачасен творчествăлла аталанăвне ỹстерес тĕлĕшпе самаях опыт пухрĕç. Çакна районти тата республикăри олимпиадăсемпе конкурссенчи çитĕнỹсем те аван çирĕплетеççĕ. Вĕренекенсем тĕпчев ĕçĕсене активлă хутшăнаççĕ, хăйсен ĕçĕсене хỹтĕлеме пултараççĕ. Çак кунсенче Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта "Наука, творчество, аталану" темăпа наукăпа практика конференцийĕ пулса иртрĕ. Унта районти 11 шкулти 57 вĕренекен хутшăнчĕ. Конференцие килнисем естествознани, тăван ен культури, гуманитари наукисем, тĕрĕс наукăсем (физика, математика, информатика), экономика, истори, обществозвнани, социологи секцийĕсене пайланса ĕçлерĕç. Вĕренекенсем хăйсем çырса хатĕрленĕ тĕпчев ĕçĕсене хỹтĕлерĕç. Проект тĕллевне уçса панă чух тĕрлĕрен кăтарту хатĕрĕсемпе (стенд, картăсем, таблицăсем, схемăсем) усă курчĕç. Информатикăпа тăратнă материалсене вĕренекенсем çĕнĕлле, медиапроекторпа усă курса хỹтĕлерĕç. Ку ĕçе Александр Симурзин (Чукалти вăтам шкул) тата Ирина Чувашовапа Ольга Бабочкина (Шăмăршă) пуринчен те лайăхрах пурнăçлани палăрчĕ. Тăван ен культурин секцийĕнче ачасем хăйсем пурăнакан ял таврашĕнчи вырăнсен ячĕсене тишкерчĕç. Ку енĕпе Кивĕ Чукал, Палтиел, Карапай Шăмăршă, Шăмăршă шкулĕсенче вĕренекенсем уйрăмах пысăк ĕç туса ирттернĕ. Çакăнта, паллах, тĕпчеве ертсе пынă В.П.Малеева, З.И.Свеклова, Н.Г.Полякова, И.П.Ухваркина учительсен тỹпи те пысăк. Ачасем краевдени музейĕнче пулса, ялти ватă çынсемпе калаçса, хаçат-журналти материалсемпе усă курса ялсен историне тĕпченĕ, пуян материал пуçтарнă. Çакăн пек конференции районта виççĕмĕш хут иртрĕ. Калас пулать, ачасем наукăпа çывăхланасси, тĕпчев ĕçĕсенчи ăсталăхĕ ỹснĕçем ỹссе пырать. Конференцие хутшăннă вĕренекенсем ĕç тĕллевĕ, усă курнă меслетсем пирки уççăн каласа пама пĕлнипе, пĕтĕмлетỹ тума пултарнипе палăрчĕç. Тĕпчев ĕçĕсене хỹтĕленĕ чух усă куракан техника тĕсĕсем те анлăланнă, магнитофонсăр пуçне компьютер анлă çул тупрĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, ачасен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне курма май пачĕ конференци. Шкул программинчи предметсемпе çеç мар, социологипе, психологипе тата бизнеспа та интересленеççĕ паянхи вĕренекенсем. Акă, Катя Полякова (Шăмăршă) телевиденипе кăтартакан реклама вăйне тĕпченĕ. Катя Муромцева (Пуянкасси) çамрăксене ĕçпе тивĕçтерессине вĕренекен куçĕпе пăхса хакларĕ. Шăмăршă вăтам шкулĕнчи 9 "б" класс ачисем пулас кафе проекчĕпе паллаштарчĕç. Вĕсем çитĕнсе çитсен чăн-чăн хуçасем пуласса шанас килет. Çамрăк талантсем сахал мар иккен районти шкулсенче. Акă, Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекен Марина Улюкина хăй çырнă сăвăсене вуласа пачĕ. Калавсемпе юмахсем те çырать иккен вăл. Марина, 6-мĕш класра кăна вĕренет пулин те, пысăк шанăç парать. Хăйĕн пултарулăхне аталантарса пырсан, тен, çитĕнсе çитсен чаплă поэт та пулма пултарĕ. Маринăна манăн район хаçачĕпе туслă çыхăну тытма сĕнес килет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 декабря 2005
00:00
Поделиться