Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Раççейĕн йĕлтĕр йĕрĕ" февральте старта тухать

ÇИТЕС çулхи февралĕн 5-мĕшĕнче çĕршывра çулленхи йăлана кĕнĕ ăмăрту _ Пĕтĕм Раççейри йĕлтĕрçĕсен "Раççейĕн йĕлтĕр йĕрĕ _ 2006" XXIV чупăвĕ иртет. Питĕ пысăк спорт мероприятине хутшăнакан хуласен шутне Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар та кĕнĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ декабрĕн 21-мĕшĕнче алă пуснă хушупа килĕшỹллĕн "Раççейĕн йĕлтĕр йĕрĕ _ 2006" ăмăртăва хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелỹ комитетне туса хунă, ăна Николай Федоров ертсе пырать. Республикăн Физкультурăпа спорт тата туризм агентствипе пĕрле çак мероприятие йĕркелỹпе техника енĕпе тивĕçтерме кирлĕ укçа-тенкĕ ыйтăвĕсене татса пама хушнă. "Раççейĕн йĕлтĕр йĕрĕ _ 2006" ăмăртăвăн малтанхи тапхăрĕсем Чăваш Енри районсемпе хуласенче кăçалхи раштав, çитес çулхи кăрлач уйăхĕсенче иртеççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 декабря 2005
00:00
Поделиться