Маттур, шăмăршăсем!
Шăмăршăри 42-мĕш пушар чаçĕн коллективне чăннипех спорт коллективĕ теме пулать. Кунта вăй хуракансем спорт ăмăртăвĕсене тăтăшах хутшăнаççĕ, лайăх результатсемпе савăнтараççĕ. Физкультурăпа спортпа туслă пулни кулленхи пурнăçра çеç мар, ĕçре те нумай пулăшать. Çак кунсенче кăна-ха, акă, Патăрьелĕнче РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствине йĕркеленĕренпе 15 çул çитнине халалласа республикăри кăнтăр районĕсем хушшинче шашкăлла выляса мала тухассишĕн ăмăртусем пулса иртнĕ. Хĕрỹ кĕрешỹре ултă команда хушшинче шăмăршăсен команди иккĕмĕш вырăн йышăннă, Дипломпа магнитолăна тивĕçнĕ. Кунта водитель пулса ĕçлекен И.Старшов вара уйрăм шашистсем хушшинче чемпион пулса тăнă, ятарлă кубока тата хаклă парнене _ музыка центрне тивĕçнĕ.