Телей сăпки _ тăван ял
КАШНИ çынах тĕнчене телей курма çуралать. Ачалăхпа çамрăклăх иртсен, çур ĕмĕр патне çитсе тăрсан, пурсăмăр та утса тухнă кун-çулăмăр çине каялла çаврăнса пăхатпăр. Вара тарăн шухăша путатпăр: тĕрĕс пурăнтăм-и эпĕ ку таранччен, хамăн телейĕмрен пăрăнса иртмерĕм-и? "Маншăн телей сăпки тăван ял _ Кивĕ Шăмăршă пулчĕ, - тет Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Васанти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул директорĕ, ялти халăх музейĕ çумĕнчи ачасен "Мерчен" фольклор ушкăнĕн ертỹçи Г.Н.Ларшников. _ Çак сăпкара ỹссе çын пултăм, пурнăç çулĕ çине тухрăм, юратнă çыннăма тата чун туртакан ĕçĕме суйласа илтĕм. Хама çуратнă атте-аннене, пурнăçра пулăшса пынă юлташăмсене, тăван ял-йышăма чĕререн тав тăватăп". Утса тухар-ха Герман Николаевичпа пĕрле çур ĕмĕрхи пурнăç çулĕпе, куç умне кỹрсе тăратар-ха уйрăмах асра юлнă паллă самантсене.
1. Анаткасра Çуралнă пĕчĕк чăваш...
ВИÇĔ тĕрлĕ калаççĕ Г.Н.Ларшников çуралнă яла: Кивĕ Шăмăршă та, Асъял та, Хĕрлĕ Пылчăк та теççĕ. Ялăн историйĕ питĕ пуян, район пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕ те пĕчĕк мар. Шăпах çак ялти Анаткас урамĕнче, тирпейлĕ кăна пурăнакан колхозниксен çемйинче 1955 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ Герман. Çак ешĕл курăклă урамрах унăн ачалăхĕ иртнĕ, Кĕрленкĕ çырминче шыва кĕнĕ, çерем çинче вылянă-кулнă... Ача чухнех Герман хресчен ĕçне хăнăхнă. Лаша кỹлсе юлташĕсемпе пĕрле уй-хиртен утă-улăм турттарнă, йĕтем çинче ĕçленĕ, çум çумланă... Çул çитсен, ялти пуçламăш шкулта вĕренме пуçланă. Г.Ларшников хăйĕн пĕрремĕш учительницине _ Клавдия Филипповна Юманована чи ырă сăмахсемпе аса илет. Пиллĕкмĕш класа Герман Васан шкулне кайнă. Класс ертỹçине _ Лидия Романовна Захарована вăл паян кун та хисеплет. Юратнăшăн, ăс панăшăн, тĕрĕс çул-йĕр кăтартнăшăн.
2. Алăра _ аттестат, çул _ малалла...
ВАСАН шкулĕнче вăтам пĕлỹ илсе тухсан, Г.Ларшниковпа юлташĕсем _ пурĕ вун икĕ каччă _ ВЛКСМ Шăмăршă райкомне килеççĕ. Хăйсене çамрăксен ударлă стройкине _ Шупашкарти промышленноç тракторĕсен заводне тунă çĕре яма ыйтаççĕ. Хĕрỹ чĕреллĕ каччăсен шухăшне ырланă, вун иккĕшне те комсомол путевкипе çĕршыври пысăк стройкăна ăсатнă. Завод тунă çĕрте Г.Ларшников бетонщик, пĕр вăхăтрах ДОСААФ шкулĕнче вĕренсе электромеханик специальноçĕсене алла илет. Улăп-тракторсем туса кăларма çĕкленекен пулас заводăн чăн малтанхи кирпĕччисене хума хутшăнать. 1974-1976 çулсем _ Совет Çарĕнчи служба вăхăчĕ. Авиаци чаçĕнче службăра тăнă май, Г.Ларшников Балтика тăрăхĕнче тата Оренбург облаçĕнче пулать, старшина çумĕ яланах ырă тĕслĕхпе палăрса тăрать.
3. Юратнă ĕçе шыранă май
САЛТАКРАН таврăнсан, Г.Ларшников пĕр вăхăт "Шемуршинский" совхозăн тĕп фермин заведующийĕ пулса ĕçлет. Унтан ăна районтисем хăй вĕреннĕ Васанти вăтам шкулта вăй хума сĕнеççĕ: кунта спорт ĕçне çĕклемелле пулнă. Герман Николаевич учитель ĕçне чун-чĕрери хавхаланупа, пысăк хастарлăхпа пуçăнать, кĕске хушăрах спорт кружокĕсем йĕркелет. Районти çут ĕç пайĕнчен пĕр пус ыйтмасăр, ачасен вăйĕпех спорт площадки тата хоккей коробки тăваççĕ. Васан шкулĕ районти спорт ăмăртăвĕсенче те палăрма тытăнать, Г.Н.Ларшников физрук тăрăшнипе вуншар разрядник хатĕрлеççĕ. Ĕçленĕ хушăрах, Г.Н.Ларшников Ульяновскри И.Н.Ульянов ячĕллĕ педагогика институтĕнчи географи факультетĕнчен вĕренсе тухать. Тăрăшуллă çынна халăх та хисеплет. Г.Н.Ларшникова ял Совет депутатне суйланă, часах Васан ял Совечĕн секретарĕ пулма шаннă. Пурнăç çулĕ Г.Н.Ларшникова каллех "Шемуршинский" совхоза илсе çитерет, профсоюз комитетне ертсе пыма пуçлать. Совхоз икĕ хуçалăха пайлансан, Герман Николаевич Васанти вăтам шкулта историпе географи предмечĕсене вĕрентме тытăнать. "Тинех чун туртнă ĕçе тупрăм, - аса илет паян Г.Н.Ларшников. _ Ачасемпе пĕрле тăван тавралăха тĕпчеме тытăнтăмăр, пирĕн краеведени кружокĕ районта çеç мар, республикăра та ырă ĕçсемпе палăрма пуçларĕ. Кружок членĕсем авалхи япаласене нумай пуçтарнă, вĕсене вырнаçтарма шкулта вырăн та çитми пулнă. Çавăнпа та Г.Н.Ларшников, ялти кивĕ шкул çуртне пăсасси çинчен пĕлсен, ун чух парти райкомне ертсе пынă И.А.Журавлевпа тата совхоз директорĕпе В.Н.Никифоровпа тĕл пулса калаçнă. Иван Антоновичпа Владимир Николаевич кивĕ шкул çуртне тĕпрен юсаттарса краеведени музейĕ уçас шухăша ырланă.
4. Халăх музейĕ _ истори управçи
ВАСАНТИ халăх музейĕ район чапĕ пулса тăрать тесен пĕрре те йăнăшмăп. Г.Н.Ларшников тата виçĕ ял ачисем тăрăшнипе, килрен-киле çỹресе авалхи япаласене пуçтарнипе, музей фончĕ пуянлансах пынă. Ултă залра 3 пин ытла экспонат вырнаçтарнă. Официаллă йĕркепе, музей 1990 çулхи майăн 1-мĕшĕнче уçăлнă. Çав çулхи ноябрь уйăхĕнче "Халăх музейĕ" ята тивĕç пулнă. Музей директорĕ Г.Н.Ларшников кунта республикăри паллă художниксен выставкисене йĕркелет, хамăр енчи талантсене тупса палăртас тĕлĕшпе нумай тăрăшать. Вун пилĕк çул хушшинче музей ĕçĕпе çĕр-çĕр çын паллашнă, паян та Васана делегацисем килсех тăраççĕ. Аваллăхсăр малашлăх çук, тенĕ пек, Г.Н.Ларшников çамрăк ăрăва тăван тавралăха, çĕршыва юратма вĕрентес тĕлĕшпе калама çук пысăк ĕç тăвать.
5. "Мерчен" юрлать, "Мерчен" ташлать, такмакпа савăнтарать
МУЗЕЙ уçăлнă çулах Г.Н.Ларшников ун çумĕнче ачасен фольклор ушкăнне йĕркелесе ярать. Ачасен кăмăлне шута илсе, фольклор ушкăнне "Мерчен" ят параççĕ. Вун пилĕк çул хушшинче "Мерчен" халăх ансамблĕ икĕ хут Тюмень тăрăхĕнче, икĕ хут Мускавра, пĕрер хутчен Санкт-Петербург, Волгоград, Тобольск, Курск, Чулхула хулисенчи фестивальсенче пулнă. Хамăр республикăри кашни районта тенĕ пекех хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Чĕмпĕрти акатуйсенчен те хаклă парнесемпе таврăннă. "Мерчен" ансамбль _ "Пĕчĕк çеç путене", "Чăваш Ен чечекĕсем", "Ĕмĕрсен эрешĕсем" тата ытти юрă фестивалĕсен лауреачĕ. "Атăлçи çăл куçĕсем" фестивале хутшăнни те _ питĕ пысăк чыс. "Мерчен" ансамбль ачисене Раççей Президенчĕ В.В.Путин та саламланă, вĕсем Шăмăршă çĕрне илем кỹнине палăртнă. Юрла, "Мерчен", ташла, тăван халăхăмăрăн ылтăн çỹпçинчи асамлă пуянлăха пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса каялла халăха тавăрса пар!
6. Кĕнекесенче _ ял историйĕ
15-20 ÇУЛ хушшинче пуçтарнă материалсене çухатас мар тесе, Г.Н.Ларшников кĕнеке кăларма шутлать. Хăйĕн укçипе тата спонсорсем пулăшнипе, 1995 çулта Шăмăршă типографийĕнче "Нихçан манăçми кунсем" ятлă кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Кĕнеке Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хут шăннă, вăрçă çулĕсенче тылра ырми-канми ĕçленĕ виçĕ ял çыннисен кун-çулĕпе чуна хумхантармалла паллаштарать. Ахальтен мар ĕнтĕ Г.Н.Ларшников çак кĕнекешĕн В.В.Бараев-Сĕркке ячĕллĕ литература премине илме тивĕç пулчĕ. Творчествăлла хавхалану аталанса пынă май, Г.Н.Ларшников Васанти вăтам шкул тата "Мерчен" ансамбль çинчен интереслĕ брошюрăсем хатĕрлесе кăларчĕ. Хальхи вăхăтра хамăр тăрăхри ялсен историйĕпе тата йăла-йĕркесемпе паллаштаракан самаях пысăк кĕнеке алçырăвĕпе ĕçлет.
7. Ырă ят çунат хушать
Г.Н.Ларшникова "Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ", "Чăваш халăх академикĕ" хисеплĕ ятсем панă, Чăваш Республикин Культура тата наци ĕçĕсен министерствин, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе, Дипломсемпе наградăланă. Кивĕ Шăмăршăри чиркĕве çĕнĕрен уçассишĕн нумай тăрăшнăшăн Герман Николаевича Варнава владыка Архирей Грамотине парса чыс тунă. Г.Н.Ларшников, ачаранах купăс калама тата юрлама ăстаскер, Кивĕ Шăмăршăра çитĕннисен фольклор ушкăнне те чăмăртанă, коллектив "Халăх" ята тивĕçнĕ. Пурнăçра чи хакли _ халăх хисеплени. Ахальтен мар ĕнтĕ тăван ял çыннисем Г.Н.Ларшникова кăçалхи суйлавра Васан ял поселенийĕн депутатне суйларĕç. Нумай та вăхăт иртмерĕ, район администрацийĕ Герман Николаевича Васанти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул директорĕ пулма шанчĕ. Ĕçшĕн чунпа çунаканскер, патшалăх ĕçне пуринчен те мала хураканскер, Г.Н.Ларшников шкул пурнăçĕ вĕресе тăтăр, вĕренỹпе воспитании ĕçĕ çỹллĕ шайра пултăр тесе вăй-халне шеллемест. Пĕр-икĕ уйăхрах шкулта ырă улшăнусем курăнма пуçларĕç. Кĕркунне шкул йĕри-тавра 100 тĕп илемлĕ чăрăш лартса хăварчĕç. Ĕмĕтре _ спорт площадкине çĕнетесси, кашни кабинета тĕпрен юсаса çĕнĕ оборудованипе пуянлатасси. Герман Николаевич _ пуçăннă ĕçе чунтан тăрăшса тăвакан çирĕп çын. Шанас килет, Васан шкулĕн ырă ячĕ те çĕкленĕ-ха, Г.Н.Ларшников пек пултаруллă çынсем малалла утаççех. Çапла, пирĕн хисеплĕ Герман Николаевич 50 çул тултарчĕ. Ылтăн юбилей ячĕпе чунтан саламланă май, эпир ăна çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.