Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЯЛТА ХИСЕПЛĔ

Мария Николаевна Жамкова _ Кивĕ Чукал ялĕнчи хисеплĕ çынсенчен пĕри. Ĕмĕрĕ тăршшĕпех ялти шкулти кĕçĕн классенче ĕçленĕ вăл, çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас тĕлĕшпе пысăк ỹсĕмсем тунă. _ Ун чух шкулта "А" тата "Б" классемччĕ, кашни класрах 30-шар ача ытлаччĕ, - аса илет Мария Николаевна. _ Пултаруллă ачасене тупса палăртас, аталанма пулăшас тесе тăрăшнă. Эпĕ вĕрентсе кăларнă ачасем Тăван çĕршывшăн усăллă çынсем пулса çитĕннĕшĕн чĕререн савăнатăп. М.Н.Жамкова шкулта вăй хунă хушăрах обществăлла ĕçсенче те хастар пулнă. Нумай çул хушши вăл ялти хĕрарăмсен советне ертсе пычĕ. Пирĕн ялти хĕрарăмсен совечĕ районта та чи лайăххисен шутĕнчеччĕ. Ĕçри хастарлăхшăн М.Н.Жамкована Хисеп грамотисемпе наградăланă. Чи пысăк сум вара _ ял-йыш хисеплени. Мăшăрĕпе _ Николай Васильевичпа иккĕшĕ тăватă ача çуратса ỹстернĕ, пурне те аслă пĕлỹ илме пулăшнă. Хăйсен пилĕк мăнукĕпе те вĕсем чĕререн савăнаççĕ. Нумаях пулмасть М.Н.Жамкова çуралнăранпа 60 çул тултарчĕ. Çак ятпа ăна тăванĕсем, хăй вĕрентсе кăларнă çынсем чĕререн саламларĕç, çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунчĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 декабря 2005
00:00
Поделиться