Вăйлă компани çуначĕ айĕнче
Росгосстрах компани кăçал та ырă йăларан пăрăнмасть. Çынсен харпăрлăхĕнчи пурлăха ирĕклĕ майпа страхламалли черетлĕ кампание декабрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 31-мĕшĕччен ирттерет. Халăхăн çурт-йĕрне страхламалли килĕшỹсене РОСГОССТРАХ КИЛ страховани программин йĕркисене тĕпе хурса тăватпăр. Ку вăл тĕрлĕ çурта страховани хỹтлĕхĕ паракан программа шутланать _ хаклах марринчен пуçласа пуянрах çуртсем валли. Анлă программăна ятарлă виçĕ страховании продукчĕ кĕрет. Енчен те пурăнмалли çуртăн страховка хакĕ 150 пин тенкĕ е унран хаклăрах ларсан, килĕшỹсене Росгосстрах Кил "Классика" продуктăн йĕрки тăрăх тăватпăр. 150 пинрен йỹнерех тăракан çуртсене РОСГОССТРАХ КИЛ "Классика Эконом", 600 пин тенкĕрен хаклăраххисене вара "престиж" продуктсем тăрăх страхлатпăр. РОСГОССТРАХ КИЛ "Классика Эконом" комплекслă продукт шутланать. Унпа тĕрлĕ объектсене _ çурта (шалти отделкăсăр), шалти отделкăна, çуртран уйрăм вырнаçнă хуралтăсене (мунчана, гаража), килти пурлăха (пĕтĕмĕшле, ятарлă е уйрăм килĕшỹпе), çынсем умĕнчи яваплăха страхлама пулать. Палăртса хăварар, шалти отделкăсăр тĕп çурта килĕшĕве кĕртни чи кирлĕ услови шутланать. Ун çумне тата шалти отделкăна, хуралтăсене, килти пурлăха хушса страхлама пулать. Агентсем килĕшĕве çурт-йĕре пăхса хакласа е пăхмасăрах тума пултараççĕ. Полис çумне килти пурлăха страхламалли пĕтĕмĕшле килĕшĕве хушма пулать. Ун пек чух килти пурлăхăн çак пайĕсене шута илеççĕ: сĕтел-пукан, аудио-видео-телерадиоаппаратура, йăлари техника, электроника, тум-тир, атă-пушмак, кĕпе-йĕм, чашăк-тирĕк, кавир-палас, вырăн çи виттисем, апат-çимĕç тата ытти пурлăх. Ятарлă килĕшỹпе коллекцисене, картинăсене, сайра тĕл пулакан япаласене, усă курма ирĕк панă пăшалсене, хуçалăхра усă куракан тĕрлĕ станоксемпе ытти хатĕр-хĕтĕре, страхланаканшăн уйрăмах хаклă пурлăха хỹтĕлесе хăварма пулать. Анчах палăртса хăварар, "Классика Эконом" продукт Росгосстрахăн яланхи клиенчĕсем валли шутланать. Тепĕр майлă каласан, çурт тытакан кил хуçисем, çак программăпа унччен тунă килĕшĕве малалла çăмăллăнах тăсма пултаратпăр. РОСГОССТРАХ КИЛ "престиж" _ хаклă йышши куçман пурлăх хуçисем валли. Килĕшỹ тăрăх сигнал памалли хатĕрсене ландшафт дизайнĕн уйрăм пайĕсене, коллекцисене, авалхи, сайра тĕл пулакан япаласене, сунар хатĕрĕсене те страхлама пултаратпăр. Унсăр пуçне ятарлă менеджер пулăшăвне сĕнетпĕр. Çапла вара пĕтĕмĕшле илсен, Росгосстрах Кил программăпа пурăнмалли çурта, унăн шалти отделкине, хуралтăсене, килти тата хуралтăсенчи пурлăха, çуртпа усă курнă чухнехи ытти çынсем умĕнчи яваплăха страхлама пулать. Мĕн-мĕн страхлассине кашни харпăр хăй кăмăлĕпе суйласа илет. Анчах килĕшỹре кăтартнă объектсен шучĕ ниепле те иккĕрен сахалрах пулмалла мар. Тĕслĕхрен, пĕр вăхăтрах çуртпа килти пурлăха тата хуралтăсене страхлама пулать. Е тата тепĕр тĕрлĕ, объектсен шутне çуртпа шалти капăрлăха кĕртме юрать. Çурт-йĕре маларах аснăннă ку е вăл объектсен комбинацийĕн 12 варианчĕпе страхлама пулать. Анчах пурăнмалли çурта тем тесен те килĕшĕве кĕртмеллех. Страхламалли йĕркене кĕрекен хăрушлăхсене Росгосстрах Кил "Классикăра" 7 тĕрлĕ варианта уйăрнă. РОСГОССТРАХ КИЛ "Классика Экономикăра" вĕсем 3. "Классикăна" илер. Пĕрремĕш варианта хăрушлăхсен тулли пакечĕ, иккĕмĕшне _ пушар, виççĕмĕшне _ шывпа çыхăннă авари, тăваттăмăшне çынсем сиен кỹни кĕрет. Тата ытти вариантсене те суйлама пулать: пушарпа аварие, çынсем правăна пăснипе пушара, çынсем правăна пăснипе аварие. "Классика Экономăн" пĕрремĕш вариантне хăрушлăхсен тулли пакечĕ кĕрет: кĕтмен инкек-синкек: а) пушар, ă) çунса пĕтнĕ хыççăн юлнă тĕрлĕ япаласем, пушара сỹнтернĕ чух усă курнă шыв (кăпăк) тата ытти хутăшсем лекни, б) сирпĕнни, в) шыв, ăшă, канализации тата пушар сỹнтермелли системăсем юрăхсăра тухни, çавăн пекех çав системăсем пĕчĕк температура пулăмĕпе сиенленни, г) транспорт хатĕрĕ пырса кĕни, д) объект çине йывăç е вĕçекен аппарат е унăн пайĕсем ỹкни, е) страхланă çурта кỹршĕсен пỹлĕмĕнчен шыв кĕни; çут çанталăк кỹнĕ инкексем: ĕ) асар-писер çил-тăман, ж) тайфун, з) çил-тăвăл, и) çĕр чĕтрени, й) шыв илни, к) пăр çапни, л) çак вырăнснче халиччен пулман атмосфера ỹкевĕсем, м) аçа çапни, н) çĕр йăтăнса е çурăлса кайни тата çут çанталăкăн ытти хăрушă пулăмĕсем; çынсем сиен кỹни: о) çуртăн е килти пурлăхăн уйрăм пайĕсене вăрлани, п) тапăнса çаратни, р) ют çынсем ватса çĕмĕрни, с) пĕлсе тăрсах çурт-йĕре сиен кỹни. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вариантсене асăннă хăрушлăхсенчен хăшĕ-пĕри çеç кĕрет. Паллах, пĕрремĕш вариантпа пур хăрушлăхран та харăсах хỹтĕленсен чылай аванрах. Çурт-йĕрĕн страховка суммине палăртнă чух клиент ыйтакан çурт хакне тĕпе хураççĕ. Çĕр лаптăкĕн хакне шута илмеççĕ. Асăрхăр: страховани сумми пасар хакĕнчен иртеймест. Çакă уйрăмах район центрĕнчен аякрах вырнаçнă, сахал кил-çуртлă ялсене пырса тивет. Страховка виçи хỹтлĕхе илекен объект калăпăшĕнчен, тытăмĕнчен, хурал сигнализацийĕ пуррипе çуккинчен, ăшăтмалли системăсен пăрăхĕсене мĕн вăхăт усă курнинчен тата ытти паллăсенчен килет. Çурт-йĕре çулталăка е 3 çуллăха страхлаççĕ. Страховка укçи-тенкине пĕр харăс тỹлемелле. Укçа çитсе пымасан пĕтĕм суммăна Росгосстрах икĕ пайпа е виçĕ пайпа тỹлеме ирĕк парать. "Классикăпа" "Престиж" продуктсем тăрăх килĕшỹ тăвакансен пĕрремĕш тỹлеве 50 процентран сахал мар тỹлемелле, тепĕр пайне виçĕ уйăхра парса татмалла. "Классика Эконом" тăрăх килĕшỹ тунă чух малтан 300 тенкĕрен кая мар тỹлемелле. Çурт-йĕрсене страхлакансене паянхи кун пушар ытларах шиклентерет. Вут-кăвар чăннипех те пурлăха шеллемесĕр пĕтерет. Ăнсăртран çуртсăр тăрса юлма пулать. Статистика кăтартăвĕ тăрăх, пушарсен ытларах пайĕ çынсем пурăнакан секторта тухать. хамăр районта кăна кăçалхи вун пĕр уйăхра 21 пушар пулнă. Инкек тỹснисене Росгосстрахăн районти уйрăмĕ пĕр миллион тенке яхăн укçа тỹлесе пулăшнă. Уйрăмах пысăк инкексем кăçалхи май уйăхĕнче Палтиелĕнче, ноябрьте вара Кивĕ Чукалта пулнăччĕ. Алра страховани полисĕ пур-тăк инкек сиксе тухсан çурт-йĕре страхланă компанипе çыхăнмалла. Ун пек чухне вăхăтра тỹленĕ саплаштару укçи самаях пулăшать. Кашниех страховани килĕшĕвне харпăр хăй пурăнакан вырăнта тума пултарать. Паянхи кун РОСГОССТРАХ КИЛ рынокра нумайшĕ ыйтакан тата туянма пултаракан страховани продукчĕ. Вăл Раççей çыннисен пур социаллă сийĕшĕн те меллĕ. Сирĕн алăра çак полис пур-тăк, килĕшỹре кăтартнă тапхăр пĕтсен ăна малалла тăссан аванрах. Хăйĕн яланхи клиенчĕсене "Росгосстрах" компани çăмăллăхсем туса парать. "Росгосстрах Кил" вара укçа-тенкĕне кăна мар, вăхăта та перекетлет. Пурăнăмалли çур кашни çыншăн чи хаклă пурлăх шутланать. Чунри пĕтĕм вăя хурса нумай çул хушши пуçтарнă пурлăха вара пĕрре те çухатас килмест. Килĕшỹсене районти Росгосстрахăн страхлакан пайĕнче тăваççĕ. Страхлакан агента киле чĕнсе илме те пулать.