Раççей Пенси фончĕ _ вун пиллĕкре
Çак кунсенче Раççей Федерацийĕн Пенси фондне йĕркеленĕренпе 15 çул çитрĕ. 1991 çулта, Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн йышĕнче, Шăмăршă районĕнче те Пенси фончĕн уполномоченнăйĕсен службине туса хунă. Çак служба страховани взносне тỹлекенсене туллин регистрацилет, страховани взносĕсене тĕрĕс те вăхăтра куçарнине тĕрĕслесе тăрать, тỹлевсене шута илсе пырать. 1996 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчи Федераллă саккуна ("Патшалăхăн пенси страхованийĕн системинче уйрăмшарăн (персонифицированнăй) учет туса пырасси çинчен") пурнăçласа, страхланă çынсене регитсрацилес, уйрăм çынсен кăтартăвĕсене пуçтарас тата шута илес тĕлĕшпе çав тери пысăк ĕç тунă. 2000 çулта персонифицированнăй кăтартусемпе усă курса пенсии тỹлесси çине куçма пултартăмăр. 2001 çулта,Раççей Пенси фончĕн уполномоченнăйĕсен службин никĕсĕ çинче, Шăмăршă районĕнче Пенси фончĕн юридически лицо правиллĕ управленине туса хунă. Çак Управление пенсие шутлама тата тỹлесе тăма ирĕк панă. 2002-2005 çулсенче, пенси системинче реформăсем пулса иртнĕ май, пенси законодательствин çĕнĕ нормисене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе пысăк вăй хутăмăр. Управленире 17 çын вăй хурать. Коллектива çамрăк теме пулать, вăтам çул шучĕ 37 çулпа танлашать. Районта 5295 çын пенсисемпе пособисем тата уйăхсерен паракан тỹлевсем илсе тăрать, страхланисен хисепĕ 11114 çынпа танлашать. Пенсисемпе пособисем илсе тăракан 5295 çынран 3610-ĕшĕ почта урлă, 1685-ĕшĕ Перекет банкĕ урлă илеççĕ. Вĕсене Патшалех уйăхсерен пĕтĕмпе 9 миллион та 800 пин тенкĕ тỹлесе тăрать