Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кашни урок _ творчествăлла шырав

Шăмат кун _ декабрĕн 17-мĕшĕнче _ районти шкулсенче учительсен обществăлла экспертизи (е, пурне те ăнланмалла каласан, халăх хаклавĕ) пулса иртрĕ, унта, вĕрентỹ управленийĕн специалисчĕсемсĕр пуçне, ачасен ашшĕ-амăшсем, урăх шкулсенчи вĕрентекенсем, журналистсем хутшăнчĕç. Чăн малтан, обществăлла экспертизăна мĕншĕн тата мĕн тĕллевпе ирттернине каласа хăварар. Паллă ĕнтĕ, çĕршывра вĕрентỹ сферинчи Наци проекчĕсене мĕнле пурнăçа кĕртмелли ыйтусене анлăн сỹтсе яваççĕ. "Чи лайăх шкул", "Чи лайăх учитель" ятсене çĕнсе илессишĕн ăмăрту хĕрỹленсех пырать. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн премийĕсене тата Чăваш Республикин Президенчĕн гранчĕсене камсем тивĕç пулĕç? Преми вара пĕчĕк мар: çĕршыври чи лайăх 10 пин учителе çулталăкра 100-шер пин тенкĕ тỹлесе тăрĕç. Инновацие хутшăннă Раççейри 3000 шкула çулталăкра пĕрер миллион тенкĕлĕх грант пама пăхнă. Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул коллективĕ Президент премийĕсене тивĕç пулассишĕн пыракан конкурса хутшăнма кăмăл тухнинчен пĕрре те тĕлĕнме кирлĕ мар. Кунти педагогсем вĕрентỹ сферинчи Наци проекчĕсене пурнăçа кĕртме хастар хутшăнаççĕ, вĕрентỹпе воспитани процесĕ творчество аталанăвĕн философилле идейисем çинче никĕсленсе тăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ кунта тăтăшах семинарсем ирттереççĕ, Шăмăршăсен ĕç опычĕпе ытти вĕрентекенсем тимлесех паллашаççĕ. Шăмăршă шкулĕ Пĕтĕм тĕнчери Аталанупа Реконструкци Банкĕн проекчĕсене пурнăçа кĕртме хутшăнать тата ку тĕлĕшпе базăллă шкул пулса тăрать. Обществăлла экспертизăна хутшăннисем Шăмăршă шкулĕнче тăватă урокра пулса учительсен ĕçне хак пачĕç. Экспертсен хаклавне чи лайăххисене палăртнă чухне шута илĕç. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Р.У.Ракипов 9 "в" класра ирттернĕ химии урокĕ, ман шутпа, чи пысăк паллăна тивĕç. Рестем Усманович 44 çул хушши учительте ĕçлесе калама çук пысăк опыт пухнă, унăн кашни урокĕ творчествăлла хăйнеевĕрлĕхпе, педагогика культурин шайĕпе, наукăри çитĕнỹсемпе анлăн усă курнипе палăрса тăрать. Урок теми _ "Тăварсем тата азот кислотисем" _ пĕр шутласан нимĕнех те пĕлтермен пек. Районти чылай учитель вăл е ку урок теми пирки кĕнекере мĕн çырнине каласа панипех çырлахни те вăрттăнлăх мар. Р.У.Ракипов вара тăварсемпе азот кислотисем çинчен тĕрлĕ литература вуланă, Интернетра шыранă, наукăри çитĕнỹсемпе паллашнă. Вĕренекенсем урокра çав тери активлă пулчĕç, кичемленсе ларакан ача пачах та пулмарĕ. Р.У.Ракиповăн кашни урокĕ çакăн пек çỹллĕ шайра иртнине палăртрĕç район администрацийĕн вĕрентỹ управленийĕнчен килнисем. К.В.Анисимов учитель, Р.У.Ракиповпа танлаштарсан, çамрăк-ха. Апла пулин те Константин Васильевич хăйне шанса панă музыка предметне лайăх вĕрентнине палăртрĕç комисси членĕсем. 2 "б" класра ирттернĕ музыка урокĕнче пулса К.В.Анисимовăн ăсталăхĕ пысăк пулнине хам та ĕнентĕм. Урок теми _ "Ташăсем". К.В.Анисимов учитель ачасене ташăсен тĕсĕсемпе паллаштарнă чух видеопроекторпа тата видеомагнитофонпа анлăн усă курчĕ, вĕренекенсене ташăсен асамлă тĕнчине "илсе кĕчĕ". Экран çине пăхса, вĕренекенсем илемлĕ хусканусем тума хăнăхаççĕ, учитель вăйă меслечĕпе ĕçлесе ташă мелĕсене алла илме пулăшать. Çирĕм пĕрмĕш ĕмĕре информатика ĕмĕрĕ тесе калатпăр пулсан, шкул умĕнчи яваплăх та ỹсет. Кашни вĕренекен компьютера "пиллĕк" паллăлăх алла илтĕр, кашни ачашăн Интернет çывăх тус пултăр тесе чунтан тăрăшать шкулти информатика учителĕ Ф.Ф.Иванов. Вăл 11 "в" класра "Сасăсен информацийĕ" темăпа ирттернĕ урока комисси пысăк хак пачĕ. Вĕренекенсен ушкăнĕ çак проектпа хатĕрленĕ ĕçĕн презентацийĕ районти ытти шкулсемшĕн те питĕ усăллă пулмалла. З.Н.Латыпова учитель 7 "б" класра ирттернĕ вырăс чĕлхи урокĕ те тарăн содержанипе, вĕренекенсен активлăхĕ пысăк пулнипе палăрчĕ. Ачасем деепричасти глаголăн тĕп форми пулса тăнине лайăх ăнланаççĕ, предложенире деепричастиллĕ сăмах çаврăнăшĕсене тĕрĕс тупма пултараççĕ. Зоя Николаевна, вырăссен паллă поэчĕсен тексчĕсенче деепричастисемпе деепричастиллĕ сăмах çаврăнăшĕсене туптарнă чух, вĕренекенсем текста илемлĕ вуланине те шута илчĕ. Комисси, учительсен урокĕсене хакланă, ăсталăха малалла ỹстерсе пымаллине те палăртрĕ. Шупашкарти конкурса камсем каясси те каярах паллă пулĕ. Шупашкарта мала тухнисене вара Мускав валли суйласа илĕç. Çĕнтерỹçĕсен йышĕнче Шăмăршăсем те пуласса тем пек шанас килет



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 декабря 2005
00:00
Поделиться