Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КВН _ хаваслисен вăййи

ЭРНЕ КУН Шăмăршăри Культура керменĕнче çамрăксен КВН командисен районти финал вăййисем пулса иртрĕç, унта çурма финалта çĕнтернĕ 6 команда хутшăнчĕ. Финал вăййисене хутшăннисем _ "Online" (райадминистраци), "Васкавлă пулăшу" (Шăмăршăри тĕп больница" МУЗ), "Шăмăршă асĕсем" (Шăмăршăри вăтам шкул), "Уесри ял" (Анат Чаткасри вăтам шкул), "Бэта" (Палтиелĕнчи вăтам шкул), "Адреналин" (Кив.Чукалти вăтам шкул) _ хăйсен ăсталăхĕпе пурне те тĕлĕнтерчĕç. КВН вăййи "Как ты хороша, родная Шемурша" юрра юрланипе вĕçленчĕ. Çамрăксене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕсем Г.Н.Обаськинпа Н.Г.Игнатьева ăшшăн саламларĕç, çĕнтерỹçĕсене Хисеп грамотисемпе тата парнепе чысларĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 декабря 2005
00:00
Поделиться