Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

И.СТАРШОВ _ район чемпионĕ

 Çак кунсенче шашкăлла выляса районта мала тухассишĕн турнир пулса иртнĕ. Хăмасем умĕнче хальхинче вун икĕ спортсмен вăй виçнĕ. Çивĕч те интереслĕ иртнĕ ăмăртусем. Хĕрỹ кĕрешỹре район чемпионĕн ятне 42-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн водителĕ И.Старшов çĕнсе илнĕ. Шăмăршă тăрăхĕнчи тепĕр вăйлă шашист, "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕнче вăй хуракан В.Ларионов турнирта "кĕмĕле" тивĕçнĕ. Виççĕмĕш вырăнта вара _ ачасене туберкулез чирĕнчен сыватакан "Елочка" санаторин тĕп врачĕ Н.Поликарпов.



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 декабря 2005
00:00
Поделиться