Чун каннеçлăхĕ _ хĕрỹ ĕçре
Шăмăршăри Г.М.Егорова ертсе пыракан "Миха" хресчен (фермер) хуçалăхĕ çулран-çул тĕрекленсе, çĕрсен лаптăкне ỹстерсе пырать. Хуçалăхра кăçал тулă, ыраш, урпа, сĕлĕ, выльăх кăшманĕ ỹстерсе çитĕнтернĕ, нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕсене çулса фермăри выльăх-чĕрлĕх валли паха утă хатĕрленĕ. Тĕш-тырă йышши культурăсене кашни гектартан вăтамран 23 центнер пуçтарса кĕртнĕ. Тĕрлĕ йышши пахча-çимĕçсен тухăçĕ те начарах мар. Ял çыннисем валли ĕç вырăнĕсем йĕркелени те, паллах, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сăмахран, ака тата вырма тапхăрĕсенче "Миха" хуçалăхра 26 çын ĕçленĕ. Вĕсене кунне 2-3 хут тỹлевсĕр апатлантарнă. Пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи 5 пин тенкĕпе танлашнă. Хуçалăхри техника паркĕнче икĕ МТЗ-82 трактор, ГАЗ-53, Газель маркăллă автомашинăсем пур. Кăçал парк грузсем турттаракан çĕнĕ УАЗ автомашинăпа пуянланнă. Килес çул лизинг йĕркипе кустăрмаллă çĕнĕ трактор тата Дон-1500 комбайн туянма ĕмĕтленет Галина Михайловна. Килес çулхи тухăçшăн тăрăшса, çĕр лаптăкĕсем çинче кĕрхи çĕртме сухи туса хăварнă. Г.М.Егорован пĕрремĕш пулăшуçи _ унăн мăшăрĕ Петр Федорович. Ака тата вырма вăхăтĕнче вăл трактор рулĕ умне ларать. Ытти чухне вара автомашинăпа ĕçлет, тĕрлĕ грузсем, таварсем турттарать. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе те ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ "Миха" фермер хуçалăхĕнче. Акă, 2004 çулхи кĕркунне Хайпăла ялĕнче çĕнĕ вите туса хута янă. Фермăра шултра мăйракаллă выльăхсем _ 50 пуç, çав шутра сăвакан ăратлă ĕнесем _ 10 пуç. Сыснасем вара 80 пуç шутланса тăраççĕ, вăл шутран çăвăрлаттаракан ама сыснасем _ 23 пуç. Кунсăр пуçне 2 лаша та пур. Кăçалхи 11 уйăхра кашни ĕнерен 4500-шер литр сĕт суса илнĕ. Шултра мăйракаллă выльăхсем талăкра 800 грамм, сыснасем 450 грамм ỹт хушса пыраççĕ. Фермăра 5 çын хăйсен яланхи ĕç вырăнне тупнă. Кунти зооветеринари тата шут ĕçне ăста специалист _ В.М.Федоров ветврач йĕркелесе пырать. Ĕç вырăнĕсем тенĕрен, техника паркĕнче 2 çын, "Мария" кафере 9 çын яланхи ĕçре вăй хураççĕ. Выльăх çимине фермер хуçалă-хĕнче çуллен ытлă-çитлĕ хатĕрлеççĕ, ытлашшине сутаççĕ. Сутлăх валли аш-какайпа сĕт те, тырăпа пахча-çимĕç те çителĕклĕ туса илеççĕ. Паллах, ĕçре йывăрлăхсем те сахал мар тĕл пулаççĕ. Çапах та вĕсене Егоровсем çĕнтерсе пыма, ĕçре тĕрлĕ çăл куçсемпе усă курма тăрăшаççĕ. Килес çул сĕте вырăнтах тирпейлекен _ услам çу е сыр туса кăларакан цех та уçма палăртаççĕ хуçалăхра. Нумаях пулмасть вара района умлă-хыçлă икĕ савăнăçлă хыпар çитрĕ. ЧР Президенчĕн 2003 çулхи "Чăваш Республикинче пĕчĕк предпринимательлĕхе хăвăртрах аталантарасси çинчен" Указне пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçре курăмлă çитĕнỹсем тунăшăн "Миха" хресчен хуçалăхне I степень Диплом тата 25 пин тенкĕ укçа премийĕ парса чысланă. Чăваш Республикин Правительствин комиссийĕн черетлĕ ларăвĕнче Г.М.Егорован фермер хуçалăхне 2006-2010 çулсенче малалла аталантарма палăртнă бизнес-проектне пăхса тухнă, ăна ырланă. Фермерсен Пĕтĕм Раççейри съезчĕн делегачĕ (2005 ç.) Г.М. Егорова пушарта инкек курнисене, ытти нушаллă çынсене спонсор пулăшăвĕ парать, районта иртекен ыркăмăллăх марафонĕсене активлă хутшăнса, хăйĕн тỹпине хывать. Галина Михайловна куллен ир-ирех тăрать те ĕçре сĕм-çĕрлечченех ырми-канми çав-рăнать. Хăйĕн хуçалăхне йĕрке-ленĕренпех канăç мĕн иккенне маннă ĕнтĕ мал ĕмĕтлĕ фермер. _ Хĕрỹ ĕçре эпĕ чун-чĕре канăç-лăхне тата хамăн телейĕме тупа-тăп, - терĕ манпа сывпуллашнă май Галина Михайловна. _ Тăрăшни сая кайманни, юратнă ĕçри канăçсăр кунсем лайăх результатсемпе, ырă пулăмсемпе таврăнни савăнтарать, малашне те ывăнмасăр ĕçлеме хавхалантарать.