Çыравран хăрама кирлĕ мар
Ял çыннисене интереслентерекен ыйтусене Ял хуçалăх çыравне ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен районти уполномоченнăй Л.ВАШУРКИНА хуравлать. _ Ялсенче пурăнакансенчен хăшĕ-пĕрисем Ял хуçалăх çыравĕ çывхарса килесрен шикленеççĕ. Ватăсем Сталин вăхăтне аса илеççĕ. Ун чухне кашни чăхпа улмуççи çине налук хунă. Халĕ те çавăн пек пулмĕ-ши?
_ Чăнах та, ваттисем каласа панă тăрăх Сталин вăхăтĕнче çынсем улмуççисене каснă, выльăх-чĕрлĕхе пуснă, çавăн пек вĕсем налук тỹлесрен хăтăлнă. Анчах та хальхи çырав ун пек пулмĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн, килти хуçалăхра выльăх усрани, пахча-çимĕç туса илни тата ытти те предприниматель ĕçĕ шутланмасть, çавăнпа та вĕсемшĕн налук тытмаççĕ.
_ Ял хуçалăх çыравĕ вăхăтĕнче çыравçăсене документсем кăтартмалла-и? _ Çыравçă пырсан сиртен документсем ыйтмасть, çĕр лаптăкĕсене виçсе çỹремест, выльăх-чĕрлĕхе шутламасть. Çыравçă эсир мĕн каланă тăрăх кăна çырса илет.
_ Çыравçăна панă çырав хучĕсенчи кăтартусем шанчăклă алăра пулаççĕ-и? Вĕсемпе урăх çĕрте усă курмаççĕ-и? _ Çырав хучĕсем вăрттăнлăх шутланаççĕ, вĕсене çухатсан е кама та пулин каласа парсан саккун тăрăх явап тыттараççĕ. _ Çырав хучĕсене кам çырса пырать? _ Калас пулать, организаци кăтартăвĕсене хуçи хăех çырать. Ял çыннисем патне вара çыравçăсем çỹреççĕ.