Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çĕнĕ çул çывхарать, урама илемлетрĕр-и?

ÇĔНĔ, 2006 çул çитиччен вăхăт нумай та юлмарĕ. Шăмăршă ял администрацийĕ Çĕнĕ çул умĕн район центрне уяв сăнĕ кĕртес тĕлĕшпе конкурс ирттересси çинчен пĕлтерет. Кашни учрежденипе организаци, кашни лавкка умне илемлетмелле, çутатакан гирляндăсем вырнаçтармалла. Урама капăрлатнă чăрăшсем те илем кỹрĕç. Шăмăршă кăнтăрла çеç мар, çĕрле те республикăри чи илемлĕ район центрĕ пулĕ. Çĕнĕ çул умĕн ялсене илемлетес тĕлĕшпе ытти ял администрацийĕсем те ĕçлеме пуçăннă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 декабря 2005
00:00
Поделиться