Çул çитменнисем преступлени тăвасси ỹснĕ
Профилактика системин ытти субъекчĕсемпе пĕрле районти прокуратура та çул çитменнисене тимлĕхре тытать, вĕсем преступлени çулĕ çине ан тăччăр тесе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелет. Анчах та 2005 çулта çул çитменнисем тунă преступленисен шучĕ ỹссе кайрĕ. Сăмахран, пĕлтĕрхи 11 уйăхра вĕсем 5 преступлени тунă пулсан, кăçал çак тапхăрта - 11. Çул çитменнисем хушшинче пулса иртнĕ тỹнтерле ĕçсене тишкерсе тĕпчесен, вĕсене начар лару-тăру хуçаланакан çемьесенчи яшсем хутшăнни курăнать. Йĕркесĕр çемьесенче ашшĕ-амăшĕсем ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхсе пурăнаççĕ, ачасене тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшмаççĕ. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнман, кукамăшĕ е асламăшĕ патĕнче кил ăшшине тупнă ачасем те пур. Акă, нумаях пулмасть районти судра Чукал вăтам шкулĕнче вĕренекен Алексей Нефедовăн уголовнăй ĕçне пăхса тухрĕç. 2005 çулхи сентябрьте вăл ял çыннисен килĕсене кĕрсе темиçе хутчен те укçа тата ытти пурлăха çаклата-çаклата тухнă. Пурĕ пилĕк хуçалăха ухтарнă вăл. Çуртсене кăнтăрлах, хуçисем ĕçре пулнă вăхăтра, кĕре-кĕре кайнă. Ирĕксĕрех çакнашкал ыйту тухса тăрать: Нефедов ирсĕр ĕç туса çỹренĕ вăхăтра класс руководителĕ, ытти учительсем ăçта пулнă? Шкул ачи мĕнле сăлтавпа уроксене сиктернине вĕсен тĕпчемелле пулман-и вара? Ашшĕ-амăшĕ пур çинчех Алексей асламăшĕ патĕнче пурăнать. "Çул çитменнисем асăрхавсăр çỹрессине, йĕркене пăсассине пỹлессинчи профилактика системин никĕсĕсем çинчен" Федераллă саккунпа килĕшỹллĕн, шкул профилактика субъекчĕсенчен пĕри шутланать. 14-ри Нефедова, унăн ỹсĕмне шута илсе, суд условнăй срок панипех çырлахрĕ. Чукал шкулĕнчех вĕренекен А.Степанова та суд сакки çине лартнă, тивĕçлĕ ответ тыттарнă. Вăл Чукал лесничествин пурлăхне куç хывнă пулнă. Çак шкулта вĕренекенсем преступлени тунă ытти фактсем те пур. Районти çул çитменнисем кукăр çул çине тăнă тĕслĕхсене пăхса тухсан, вĕсенчен хăш-пĕрисене преступлени тума аслисем хĕтĕртнĕ, ỹкĕтленĕ е хăратнă фактсем те тĕл пулаççĕ. Икĕ çитĕннĕ çын вара шкулта вĕренекен хĕре час-часах алкоголь шĕвекĕ ĕçме хистенĕ. Кун евĕр ытти фактсене те илсе кăтартма пулать. Юлашкинчен ашшĕ-амăшĕсене çапла калас килет: хăвăрăн ачăра яланах тимлĕхре тытăр. Вăл ăçта пулнине, кампа çỹренине, киле хăш вăхăтра таврăннине, ỹсĕр е урă таврăннине тĕрĕслесе тăма ан манăр. Унăн шăпи _ сирĕн алăра. Сирĕн ачан шăпине нихăçан та суд ларăвĕнче татса памалла ан пултăрччĕ.