Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çар офицерĕ пулма ĕмĕтленеççĕ

Çар училищисем пĕтерсе хулпуççи çине çăлтăрлă пакунсем çакнă çынсем ертсе пынипе Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисем мирлĕ халăхăн канлĕхне упраççĕ, Раççее ют çĕршывсен агрессорĕсем тапăнса кĕресрен сыхлаççĕ. Витререн тăкнă пек çумăр çăвать-и, куç курми çил-тăман çавăрттарать-и, чăтма çук шăрăх çунтарать-и _ офицерсем ертсе пыракан çар подразделенийĕсем çĕршыв хуралне тухаççĕ, службăн мĕнпур йывăрлăхĕсене çĕнтерсе, хăйсен тивĕçне присяга хушнă пек пурнăçлаççĕ. Кирлĕ пулсан, Çĕршыв-Аннемĕр хушсан, алла хĕçпăшал тытса патшалăх территорине тулашри тăшманран хỹтĕлеме тухаççĕ. Çавна май хăйсен пурнăçне çар профессийĕпе çыхăнтарнă çынсене халăх пысăк хисепе хурать. Çар офицерĕсем пулма хатĕрленекен, çар училищисемпе институчĕсенче вĕренекен çамрăксем пирĕн районтан та чылайăн. Акă, кăçал кăна, пысăк конкурс витĕр тухса, аслă çар вĕренỹ заведенийĕсене 7 йĕкĕт вĕренме кĕнĕ. Шăмăршăри Алексей Михайлов _ Хусанти команднăй, Андрей Крылов _ Санкт-Петербургри чукун çул транспорт, Пуянкассинчи Алексей Антоновпа Çĕнĕ Чукалти Сергей Сарандаев _ Хусанти артиллери, Василий Урмаев _ Ульяновскри çыхăну, Палтиелĕнчи Равиль Хабибуллин _ Пензăри артиллерипе инженери, Çĕнĕ Шăмăршăри Олег Миронов РФ Шалти ĕçсен министерствин аслă çар училищисенче пĕлỹ пухаççĕ. Пилĕк çул вĕренсен, пĕтĕмĕшле предметсен тата çар дисциплинисен тулли программине пурнăçласан, асăннă çамрăксем курсант пакунне лейтенантăн пĕчĕк çăлтăрсемлĕ пакунĕпе ылмаштарчĕç, Раççей çарĕн командирĕсем е çар специалисчĕсем пулса тăрĕç. _ Кăçал çичĕ йĕкĕт курсант пакунне çакни пире те савăнтарать, - терĕ районти çар комиссариачĕн иккĕмĕш уйрăмĕн начальникĕн аслă помощникĕ В.В.Денисов. _ Пĕлтĕр çар училищисене виççĕн вĕренме кĕнĕччĕ. Икĕ çул хушшинчех _ курсантсен тулли отделенийĕ! Вăтам шкулсен выпускникĕсенчен кандидатсем суйласа илес тĕлĕшпе малалла ĕçлетпĕр. Паянхи кун тĕлне яшсенчен ултă заявлени килчĕ те ĕнтĕ. Владимир Васильевич каланă тăрăх, çар училищисемпе институчĕсенче вĕренме ĕмĕтленекен яшсен шкулта "4" тата "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пымалла, сывлăх тĕлĕшпе çирĕп пулмалла. Çар вĕренỹ заведенийĕсене кĕрес тесен, тĕпрен илсен, вырăс чĕлхипе тата литературипе сочинени, математикăпа тĕрĕслев ĕçĕ çырмалла, физикăпа сăмахпа каласа экзаменсем тытмалла (гуманитарлă предметсемпе кăна экзаменсем памалли çар училищисем те пур). Çавăн пекех, физкультура хатĕрленĕвĕн тĕрĕслевĕнче турник çинче алă вăйĕпе çĕкленмелле (10-12 хутран кая мар), 100 тата 3000 метрлă дистанцисене чупмалла. Мĕнех, курсант пулма ĕмĕтленекен выпускниксен çулĕ такăр пултăр эппин. Хальхи вăхăтра çар вĕренỹ заведенийĕсенче пĕлỹ пухакан район çамрăкĕсене те лейтенант çăлтăрĕсем патне илсе каякан пусман картлашкисем тăрăх ăнăçлă хăпарса пыма ырлăх-сывлăх тата ăнăçу сунатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 декабря 2005
00:00
Поделиться