Ан пултăр пирĕн хушăра хăрушă чир
Раштавăн 1-мĕшĕнче _ Пĕтĕм тĕнчери СПИД чирĕпе кĕрешмелли кун Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулти вĕренекенсемпе вĕрентекенсем тата ял çамрăкĕсем Культура çуртне пуçтарăнчĕç. Малтанах вĕсем фойере йĕркеленĕ "Асăрханăр: СПИД!" кĕнеке куравĕпе паллашрĕç. Ялти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ А.В.Гаврилова СПИД чирĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Ĕçкĕпе иртĕхни, пуçа тĕрлĕрен наркăмăшлă япаласемпе минретни тата наркомани СПИД чирĕпе чирлесси патне илсе пынине кăтартса, вăтам шкулти 8 класра вĕренекенсен ушкăнĕ "История про злого оборотня Ал Коголь" спектакле ăста выляса пачĕ. (Ертỹçи Е.Г.Петькова). Аслă классенче вĕренекенсемпе ялти çамрăксем пĕрле "Пока не поздно" агитпрограмма кăтартса пачĕç. (Ертỹçи Л.И.Арбузова). Мероприяти "Право на жизнь" видеофильм пăхнипе вĕçленчĕ.