Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"СЪЕЗДРА ИЛНĔ ХАВХАЛАНУ ĔÇРЕ ПУЛĂШСА ПЫРĔ"

Иртнĕ уйăх вĕçĕнче Красноярск хулинче Пĕтĕм Раççейри "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн VI съезчĕ пулнă, унта делегат пулса партин Шăмăршăри ĕç тăвакан комитечĕн ертỹçи П.И.Фомин та хутшăннă. Пирĕн корреспондент съезд делегачĕпе тĕл пулса калаçнă. _ Чăваш Енрен съезда депутат пулса тăваттăн хутшăнтăмăр _ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, депутатсен "Пĕрлĕхлĕ Раççей" ушкăнĕн ертỹçи Юрий Моисеев, Канаш хулинчи уйрăмăн политканаш секретарĕ Михаил Бурлаков, Çĕнĕ Шупашкар хулинчи уйрăмăн политканаш членĕ Михаил Козлов тата эпĕ. Мускавран Красноярска самолетпа вĕçрĕмĕр. "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн IV съездне çĕршывăн пур регионĕсенчен те суйланнă 302 делегат хутшăнчĕ. Вĕсенчен 122-ĕшĕ _ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем. Çак шутра пирĕн ентеш Павел Семенов та пурччĕ. Раççейри 89 регионтан 64 регион ертỹçи "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти ретĕнче тăрать пулсан, вĕсенчен 34-ĕшĕ тỹрремĕнех съезд ĕçне хутшăнчĕ. _ Петр Иванович, съездра "Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн" малашлăхри тĕп ĕçĕсене палăртса хăварчех пулĕ? _ Съездра "Тăнăçлăх хыççăн аталану патне: "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин политика приоритечĕсем" темăпа парти лидерĕ, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Председателĕ Борис Грызлов доклад турĕ. Вăл, "Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн" малашлăхри тĕп ĕçĕсем çинчен каланă май, çакна палăртрĕ: Раççей обществипе патшалăхне пур енлĕн тата комплекслăн çĕнетсе хăват кỹресси, хальхи тапхăрта çĕршыва тĕнчери вăйлă аталаннă патшалăхсемпе тан е лайăхрах та ĕçлемелле тăвасси партин чи пысăк задачи пулса тăрать. Унта çаксем кĕреççĕ: "этем капиталне", экономикăна çĕклесси, патшалăх тытăмне вăйлатасси. Асăннă тĕллевсене пурнăçлас ĕçре "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти демографи ыйтăвĕсем çине уйрăмах тимлĕ пăхать. Ку тĕлĕшпе "Раççей ачисем" ятарлă проект та пур. Инфраструктурăна аталантарма тата анлăлатма патшалăх енчен инвестицисем пама нумай вăхăтлăх программа хатĕрлеме палăртнă. _ Съезд парти Уставне мĕнле улшăнусем кĕртрĕ? _ Уставри çĕнĕлĕхсем çаксем: партин регионти уйрăмĕсене çĕнĕ тата пысăкрах полномочисем пани. Маларах регионсенчи политканашсен вырăнти хăй тытăмлăх суйлавĕсенче кандидатсен списокне центрпа сỹтсе явса татса памаллаччĕ. Халĕ çак нормăна пăрахăçланă. Уставăн çĕнĕ редакцийĕнче çакна палăртнă: регионти партии влаçĕн чи аслă органĕ _ регионти политканаш президиумĕ. Съезд çавăн пекех "Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн" çĕнĕ символикине _ эмблемипе ялавне çирĕплетрĕ. _ Петр Иванович, съезда мĕншĕн Мускавра мар _ Красноярскра ирттерчĕç-ха? _ Çакă "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти регионсене пысăк тимлĕх уйăрнине яр-уççăн çирĕплетет. Съезд делегачĕсем хăйсен сăмахĕсенче партин регионсемпе ытларах ĕçлемеллине, ĕçлекен халăхпа çывăхрах пулмаллине тĕрĕс палăртрĕç. Съезд ĕçне хутшăнни _ маншăн питĕ пысăк чыс. Кунтпа пĕрлех яваплăх та ỹсет. Съездра илнĕ хавхалану мана кулленхи ĕçре пулăшса пырĕ. Халĕ эпир съезд йышăнăвĕсене партин кашни членĕ патне çитерессишĕн, пирĕн парти майлă çынсене те съезд палăртнă тĕп çул-йĕр çинчен ăнлантарса парассишĕн çине тăрса ĕçлетпĕр



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 декабря 2005
00:00
Поделиться