Шăмăршăри лицеистсем _ конференци призерĕсем
ÇАК кунсенче Шăмăршă лицейĕнчи тăватă вĕренекен Патăрьел районĕнчи Первомайскинчи вĕрентỹ центрĕнче ирттернĕ "Наука. Пултарулăх. Аталану" конференци-фестиваль ĕçне хутшăннă. Конференцире шăмăршăсем тарăн пĕлỹ илнине çирĕплетсе панă. Екатерина Полякова "Реклама. Унăн мĕнле пулмалла-ха?", Зиле Атнагуллова "Çын пурнăçĕнче кĕнеке пĕлтерĕшĕ" ĕçсемпе иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
"Шăмăршă хыпарĕ"