Район депутачĕсен Пухăвĕн черетсĕр ларăвĕ
ТУНТИ КУН, декабрĕн 5-мĕшĕнче, Шăмăршăра район депутачĕсен Пухăвĕн черетсĕр виççĕмĕш ларăвĕ пулса иртрĕ, ăна район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ В.А.Петьков уçрĕ тата ертсе пычĕ. Тăхăр ыйтăва татса пама икĕ сехет те кирлĕ пулмарĕ халăх суйланă çынсене. Кун йĕркине кĕртнĕ кашни ыйтăвах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шăмăршă районĕн 2006-2008 çулсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн прогнозĕн тĕп кăтартăвĕсен проекчĕпе депутатсене район администрацийĕн экономикăпа рынок хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ Э.Э.Жамкова паллаштарчĕ. Прогноз экономика аталанса пынă май район халăхĕн пунăçĕ малалла лайăхланасса шанма май парать. Çавăнпа депутатсем кăтартусене ырласа йышăнчĕç. Кун йĕркинчи чи паллă, чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтупа _ Шăмăршă районĕн 2006 çулхи бюджечĕ çинчен _ Чăваш Республикин Финанс министерствин районти финанс пайĕн начальникĕ Е.П.Кудрявцева доклад туса пачĕ. Район Пухăвĕн депутачĕсем Шăмăршă районĕн бюджетне тăкаксем енĕпе 107294,1 пин тенкĕпе, тупăшсем енĕпе 106454,1 пин тенкĕпе çирĕплетрĕç. Çав шутра хамăр илмелли тупăш _ 64855,3 пин тенкĕ. Бюджета йышăннă чух депутатсем законодательствăри улшăнусене те шута илчĕç. Субвенципе субсиди енчен бюджет сахалланать, мĕншĕн тесен çăмăллăхпа усă куракан категорисене (сăмахран, уйăхсерен тỹлекен ача пособийĕ, реабилитациленĕ граждансене, донорсене тата ыт. те) тỹлессине социаллă хỹтлĕх пайĕ урлă уйăрнă. Килес çултан ку служба республика шайĕнче пулĕ, паллах, укçи те район бюджетне пырса кĕмĕ. Ял поселенийĕсен хăйсен бюджет пулни те район бюджетне пĕчĕкрех пек кăтартать. Депутатсем Шăмăршă районĕн бюджет процессĕ çинчен калакан Положение тата Шăмăршă районĕн ревизи комиссийĕ çинчен калакан Положение çирĕплетсе хăварчĕç. Малалла депутатсем "Шăмăршă районĕн муниципаллă пурлăхне ял поселенийĕсен харпăрлăхне тỹлевсĕр парасси çинчен", "Шăмăршă районĕн муниципаллă пурлăхне 2006 çулта приватизацилемелли план çинчен", "Шăмăршă районĕн потребителĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă çăмăллăхсем памалли тарифсене çирĕплетесси çинчен", "Çĕр лаптăкĕсем уйăрса памалли сроксене çирĕплетесси çинчен", "Шăмăршă территори суйлав комиссийĕн финанс отчетне çирĕплетесси çинчен" ыйтусене пăхса тухса тивĕçлĕ йышăну кăларчĕç. Çакăнпа район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ хăйĕн ĕçне вĕçлерĕ. Лару ĕçне Шăмăршă район пуçлăхĕ В.П.Фадеев тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.Н.Быков хутшăнчĕç. В.П.Фадеев район бюджечĕпе çыхăннă ыйтусемпе сăмах тухса каларĕ.