Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пирĕн шкула пырса кĕрсен...

Шкулпа ашшĕ-амăшĕн тачă çыхăнура пулмаллине лайăх ăнланатпăр. Анчах нумай чухне хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ шкулта вĕренекен ачисем çинчен манса каять. Шкул е класс пухăвĕсене кайма та вăхăт тупаймаççĕ е унта каймасăрах тĕпренчĕкĕсен тыткаларăшне, вĕренĕвне пĕлетпĕр теççĕ. Çапли çапла пулĕ те-ха, анчах ачан иккĕмĕш килти пурнăçĕпе паллашмаллах. Мĕнлерех тытать вăл хăйне, юлташĕсемпе мĕнле хутшăнура, вĕрентекен мĕнле хаклать ăна _ пурне те пĕлмеллех ашшĕ-амăшĕн. Тен, çавăн чухне вĕренекенсем хăйсене обществăлла вырăнсенче, халăх хушшинче тытма вĕренĕç. Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулти ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ иртнĕ. 129 ача вĕренекен шкула пурин те ашшĕ-амăшĕ пыма кăмăл туман. Ялан тенĕ пекех пĕр çынсем пухăва пухăннă. Ыттисемшĕн шкул пурнăçĕ интереслĕ туйăнмасть ахăр. Пухăва пухăннисене саламласа ачасем пĕчĕк концерт лартса панă. Çакă ашшĕ-амăшне савăнтарнă пулĕ. Юрă-ташă районти вĕрентỹ управленийĕнчен пуху ирттерме килнĕ хăнасене те килĕшнĕ. Пысăк хавхаланулăхпа пуçланă пĕчĕк концерт хыççăн пухăва. Шкул завучĕ Л.В.Бондареева 1 чĕрĕке пĕтĕмлетсе унăн итогĕсене тунă. Лайăх вĕренекенсем е япăхрах ăс пухакансем çинчен те сăмах пулнă. Чи кирли вара _ ачасене тĕрĕс воспитани парасси пулмалла. Çак темăпа районти вĕрентỹ управленийĕн методисчĕ Г.В.Кудрявцева сăмах илнĕ. Галина Васильевна ашшĕ-амăшĕсен тĕпренчĕкĕсене пăхса-сăнасах тăмалли пирки тепĕр хут аса илтернĕ. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачисем ăçта, кампа çỹренине пĕлмесĕрех юлаççĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ачисене шкул вăхăтĕнче вĕрентекенсем çине кăна шанни çителĕксĕр, хăйсен те çанă тавăрсах вăй хумалла. Т.А.Мишкина психолог ашшĕ-амăшĕн ача дневникне уçса пăхмалли пирки аса илтернĕ. Нумай чухне çак ĕçе манса каяççĕ. Тĕпренчĕкĕ шкула кайнă, килнĕ, ытти вĕсене хумхантармасть тейĕн. Тепĕр тесен, шкул ачисен, уйрăмах аслă классенче ăс пухакансен, дневникĕсем те çук. Шкулсенче хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнса пымаллине те пĕлтерсех тăраççĕ. Тĕрлĕ террактран Турă сыхлатăрах. Çавах та хăрушсăрлăх пирки ашшĕ-амăшĕсене аса илерни те вырăнлă. Çак темăпа анлă калаçу йĕркеленĕ директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Л.П.Краснова. Ытти шкул проблемисем вара шкул директорĕн Р.А. Егорован пĕтĕмлетĕвĕнчен палăрнă. Паллах, кашни шкулти пекех, тĕрлĕ ача вĕренет кунта. Шухăраххисем те, лайăххисем те _ куç умĕнче. Пур ачана та пĕр калăппа калăплаймастăн-çке. Вĕрентекенсем тарăхаççĕ те, савăнаççĕ те пулĕ вĕсемпе. Ачасене шкулта интереслĕ пултăр тесе тĕрлĕрен ăмăрту, конкурс, мероприяти йĕркелеççĕ. Хаваспах хутшăнаççĕ вĕсене вĕренекенсем. Астăватăп-ха, хам çак шкулта ăс пухнăскер, ачасем сывлăхлă ỹсчĕр тесе переменăсенче физкультура вĕрентекенĕ В.П.Бондареев тĕрлĕ ăмăртусем ирттеретчĕ. Çак ырă йăлана халĕ те пăрахăçламан-ха кунта. Ачасем тăрăшсах баскетбол турнирĕнче мала тухассишĕн выляççĕ. Ирхине вара ачасене физзарядкăна илсе тухаççĕ. Шăмшакĕсене çемçетнĕ ачасем уроксенче те тимлĕн итлесе лараççĕ



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 декабря 2005
00:00
Поделиться