Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Карапайсем _ çĕнтерỹçĕсем

Иртнĕ эрнере 40 çултан иртнĕ футболистсем хушшинче футзал (спортзалти футбол) пулнă. Турнира тăватă команда хутшăннă. Вăйăсем хĕрỹ те интереслĕ иртнĕ. Пĕрремĕш вырăна пенальти шучĕпе Карапай Шăмăршăн "Темп" команди йышăннă. Васанăн "Пучахĕпе" Шăмăршăн "Строителĕ" _ иккĕмĕшпе виççĕмĕш. Виçпỹртшăмăршăсем вара тăваттăмĕш вырăнпа та кăмăллă юлнă. Шахмат вăййисем иртнĕ Шахматла вылясси пирĕн район та анлă сарăлнă темелле. Çулланисем те, çамрăксем те тăрăшсах фигурăсемпе тулнă хăмасем умĕнче пуçĕсене ватаççĕ. Канмалли кунсенче иртнĕ шахмат турнирĕ вăйлисене палăртрĕ. Хальхинче те малти вырăна Виçпỹрт Шăмăршăри Л.Н.Падиаров йышăннă. В.Тимофеев (Виçпỹрт Шăмăршă) _ иккĕмĕш, Г.Никитин (Шăмăршă) _ виççĕмĕш.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 декабря 2005
00:00
Поделиться