Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Бараева тăван халăх манмасть

КУНĔ те илемлĕ пулчĕ раштавăн 5-мĕшĕнче: янкăр уяр тăчĕ, çанталăк тỹлек те лăпкă тăчĕ. Ирпе 10 сехет çитичченех Виçпỹрт Шăмăршăра пурăнакансем ялти клубалла утма тытăнчĕç. Паллах, чи хастаррисем _ шкул ачисем. Виçпỹрт Шăмăршăра çуралса ỹснĕ, чăваш халăхĕн чи паллă сăвăçĕсенчен пĕри пулнă В.В.Бараев- Сĕркке çуралнăранпа 95 çул çитнине халалланă куна чăннипех те ялти поэзи уявĕ теме пулать. В.В.Бараев-Сĕркке пултарулăхĕ вăтăрмĕш-хĕрĕхмĕш çулсенче çырнă "Али-паттăр" сăвăллă юмахпа, "Таврăнсан", "Кавказ хăнисем" калавсемпе, "Сỹнми хĕлхем" повеçсемпе тата ытти хайлавсемпе палăрса тăрать. Владимир Бараев _ хĕрỹ чĕреллĕ сăвăç _ 1942 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă. Сăвăçа тăван халăх манмасть, çакна иртнĕ тунти кун В.В.Бараев-Сĕркке çуралнăранпа 95 çул тултарнине халалласа поэтăн тăван ялĕнче Виçпỹрт Шăмăршăра ирттернĕ литература уявĕ те çирĕплетсе пачĕ. Ирпе вунă сехет тĕлне клуба ялти ватти-вĕтти пуçтарăнчĕ. Кунти тулли мар вăтам шкул учителĕсем тата культура ĕçченĕсем уяв илемлĕ ирттĕрччĕ тесе чунтан тăрăшни тỹрех курăнать. В.В.Бараев-Сĕркке поэт 95 çул тултарнине халалланă уява Л.А.Семенова учительница уçрĕ, вăлах питĕ илемлĕ ертсе пычĕ. Паллă сăвăçăн пултарулăхĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ял шкулĕнчи тăван ен культурин учительници А.Н.Юманова чун-чĕрене хумхантармалла тĕплĕ каласа пачĕ. Ун хыççăн сăмах илнисем те _ педагогика ĕçĕн ветеранĕ Н.Ф.Александрова, Чăваш Наци конгресĕн Аслă Канашĕн членĕ И.М.Саландаев, районти тĕп библиотека директорĕ А.В.Максимова, ялти библиотекăра ĕçлекен Л.А.Егорова, В.В.Бараев-Сĕркке поэтăн çывăх тăванĕ А.В.Бараев хăйсен сăмахĕсенче паллă поэта ĕмĕр асра тытасси çинчен пĕлтерчĕç. Уява Виçпỹрт Шăмăршăри тулли мар вăтам шкул ачисем ытарма çук илем кỹчĕç. Вĕсем В.В.Бараев-Сĕркке çырнă сăвăсене чуна хумхантармалла илемлĕ вуларĕç. Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Е.Муравьева ертсе пыракан "Сурпан" фольклор ушкăнĕ те клубри халăха хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕпе район центрĕнчи халăх музейĕ В.В,Бараев-Сĕркке çуралнăранпа 95 çул тултарнине халалласа викторина ирттерчĕç. Юбилей кунĕнче викторина лауреачĕсене Хисеп грамотисемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. В.В.Бараев-Сĕркке поэт-патриота халалласа, вăл çуралса ỹснĕ çурт çинче асăну хăми уçрĕç. Çак хумхануллă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г.Н.Обаськин, Виçпỹрт Шăмăршă ял администрацийĕн пуçлăхĕ А.Э.Кузьмин, районти централизациленĕ библиотекăсен директорĕ А.В.Максимова, В.В.Бараев ячĕллĕ преми лауреачĕ Н.В.Угарин тата ыттисем хутшăнчĕç. Митинга хутшăннисем В.В.Бараев-Сĕркке поэтăн мухтавлă ятне ĕмĕр асăнса пурăнма тупа турĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 декабря 2005
00:00
Поделиться