Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Аннесен конкурсĕ

Пĕтĕм тĕнчери Аннесен кунне халалласа Пăчăрлă Пашьелĕнчи ялти библиотекăра пысăк мероприяти пулса иртрĕ. Çак уява нумай ачаллă çамрăк аннесем хутшăнчĕç. Унта интереслĕ тĕрлĕ конкурссем пулчĕç. Аннесем юрă юрлас, ташлас енĕпе ăмăртрĕç, кашни çемьере пулма пултаракан лару-тăрура пулса курчĕç, анне çинчен сăвăсем çырчĕç. Çавăн пекех хăйсен çемйинче ачасене тĕрĕс воспитани парас ыйтупа çыхăннă интереслĕ пулăмсем çинчен те каласа кăтартрĕç. Пур конкурссенче те питĕ маттур пулчĕç çамрăк аннесем. Вĕсем пурте призсене тивĕçрĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 декабря 2005
00:00
Поделиться