Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ĔÇРЕ ТУПНĂ ТЕЛЕЙ

"ШУТЛАСАН, 65 çул нумай та, сахал та мар. Çапах та ку тапхăрта аса илмелли, каласа памалли чылай", - тет Кивĕ Шăмăршăра пурăнакан Нина Александровна Ларшникова. Нина Александровнăн амăшĕ, Анастасия Васильевна Ельцова Асъял хĕрĕ, ашшĕ, Александр Иванович Кузьмин Палтиел каччи пулнă. Çĕнĕ мăшăр тĕп çуртра килĕштерсе пурăннă. Ĕçе юратакан çемье шутланнă. Пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем йĕркеленме пуçласан, Кузьминсем чăн малтан колхоза кĕнĕ, ĕнипе лашине колхоза панă. Элексантăрпа Наçтук тăван уй-хирте тăрăшса ĕçленĕ. 1940 çулхи чỹк уйăхĕн 28- мĕшĕнче çут тĕнчене "çĕнĕ кайăк" _ Нина килнĕ. Мĕнешкел савăннă ашшĕпе амăшĕ хĕр çуралсан! Çутă пуласлăха шанса пурăннă çемье... Анчах 1941 çулта пуçланнă хăрушă вăрçă вĕсен ĕмĕтне çапса хуçнă. Кузьминсен çемйинчен фронта харăсах тăваттăн тухса кайнă. Çак хăрушă çулсене аса илме Нина Александровнăна ытла та йывăр пулчĕ çав. Шывланнă куçне тутăр вĕçĕпе шăлса, сăмах çăмхине малалла сỹтрĕ. _ Эпĕ атте вăрçа тухса кайнă чухне 7 уйăхра кăна пулнă. Ытти çынсен ачисем пек "атте" сăмаха каласа кураймарăм. Анне мана ỹстерес тесе мĕн вăй çитнĕ таран тăрăшнă. Хĕллехи сивĕ кунсенче мана асаннепе хăварса Кучеке вăрман касма кайнă. Колхоз уй-хирĕнче тырă вырнă, утă çулнă, пĕр ĕçрен те юлман. Нумайăшĕ ялта выçăпа вилнĕ. "Ĕне усрани пире вилĕмрен çăлса хăварчĕ", - тетчĕ анне яланах. Нинăн ашшĕ малтанласа фронтран çырусем çырсах тăнă. Хаяр тăшмана хирĕç вирлĕн çапăçнине пĕлтернĕ. Кайран çырусем килме чарăннă. Каярахпа Наçтук хăйĕн мăшăрĕ тăшман тыткăнне лекнине пĕлнĕ. Киле пур пĕрех таврăнасса шанса тăнă. Анчах кăлăхах ĕмĕтленнĕ иккен. Элексантăра тыткăнран тухсан килне яман, Монголие ĕçлеме илсе кайнă. Çавăнта вăл ăнсăртран пĕр хĕрарăмпа паллашнă, пĕрле пурăнма тытăннă. "Çак ылханлă вăрçă пире уйăрчĕ", - тенĕ Наçтук куççульне шăлса. Çапла, Нина ĕмĕрĕпех ашшĕсĕр тăрса юлнă. 1947 çулта Нина Палтиелĕнчи вăтам шкулăн пĕрремĕш класне вĕренме çỹренĕ. Вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăтра вĕренме çăмăл пулман. Нина Александровна ассăн сывласа татах малалла калама пуçларĕ. _ Микуç тете мана таканлă çăпата туса панăччĕ. Унпа кĕркуннепе çуркунне çỹреме аванччĕ. Çире анне тĕртсе панă кĕпеччĕ. Саплăклă сукна пиншакпаччĕ. Анне ир-ирех тăрса çĕр улмине теркăпа хырса пĕлĕм пĕçерсе паратчĕ. Шкултан килсен крахмал пуçтарма хире каяттăмăр. Курăк яшки çисе те хырăма улталанă. Нина вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пынă. Малалла вĕренес ĕмĕчĕ те пысăк пулнă. Анчах хĕрне вĕрентме амăшне йывăр пулнă. Тепре авланнă упăшки хĕрне пĕр пус укçа та ярса паман. Нинăн ирĕксĕрех 7 класс пĕтерсен тăван шкулпа сыв пуллашма лекнĕ. Çапла Нина фермăра ĕçлеме тытăннă. Малтан пăрусем пăхнă, кайран сысна самăртнă çĕрте вăй хунă. Ферма пуçлăхĕ, Николай Александрович Свеклов, ĕçе тỹрĕ кăмăлтан туса пынăшăн Нинăна яланах мухтанă. Ăна правлени темиçе хутчен те хаклă парнесем парса чысланă. Мĕнле савăнăç пулнă ку уншăн! Нина, пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçнăскер, тата та хастартарах вăй хунă. Анчах ун чухне колхозра ĕçленĕшĕн питĕ сахал тỹленĕ. Хĕр-упраçăн лайăхрах тăхăнасси те килнĕ пулĕ. Çитĕнсе çитнĕ вун тăххăрти хĕр Тюмень хулине икĕ хутчен ултшар уйăхлăха торф кăларма тухса кайнă. Торф кăларасси те çăмăл ĕç мар. Çиелтен пĕр сий илетĕн те, аялта _ шыв. Кирза атă кунчинчен сивĕ шыв юхса кĕрет. Анчах Нина йывăрлăхран нихăçан та хăраман, тỹснĕ. Фанерăпа çапнă сивĕ баракра тĕрлĕ наци хĕрĕсем вун пĕрĕн пурăннă. Питĕ туслă пулнă вĕсем, пĕр-пĕрне яланах пулăшнă. Ĕçленĕшĕн уйăхне 155 тенкĕ укçа тỹленĕ. Вăл вăхăтра çакă пысăк укçа шутланнă. Нина кашни уйăхра амăшне укçа ярса панă, хăй те тумланнă. Тюменьрен таврăнсан Нина татах фермăра ĕçленĕ. 1962 çулта çирĕм иккĕри чипер хĕр Кивĕ Шăмăршă каччипе, Виталий Васильевич Ларшниковпа паллашнă. Юратнă чĕресем часах çемье чăмăртанă, тĕп çуртрах пурăннă. Виталий хатĕрлев кантурĕнче рабочи пулнă, Нина Шăмăршăри пекарньăра вăй хунă. Ун аллинче ĕç вĕресе кăна тăнă, яланах ял халăхĕ валли тутлă çăкăр пĕçерме тăрăшнă. 10 çул ĕçленĕ вăл унта. 1974 çулта вара ăна колхозра кладовщикра ĕçлеме чĕнсе илнĕ. 1981 çултан тытăнса 1993 çулччен "Сельэнерго" предприятире складсен заведующийĕнче тăрăшнă. Кирек ăçта пулсан та, Нина Александровна шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлтан пурнăçланă, "Ĕç ветеранĕ" ята та тивĕçнĕ. Нина Александровна тивĕçлĕ канăва тухсан та килте ларман, тăван колхозра механизаторсем валли лашапа тутлă апат турттарнă. Н.А.Ларшникова мăшăрĕпе 5 ача çуратса ỹстернĕ. Нумай ачаллă амăшне I степень Ача амăшĕн медальне парса чысланă. Пур ачине те вĕрентме пулăшнă, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ Нина Александровна ывăлĕпе пысăк та ăшă кирпĕч çуртра пурăнать. Мăшăрĕ, Виталий вилни чылай çул иртрĕ ĕнтĕ. _ Халĕ, ĕлĕкхипе танлаштарсан, темиçе хут чаплă пурăнатпăр. Мĕн çиес тенĕ, çавă пур. Йывăр вăхăтра кун пек пурăнасса шутламан та, - тет Нина Александровна савăнса. _ Юратнă аннене тав тăватăп. Вăл мана йывăрлăха çĕнтерме вĕрентрĕ, - терĕ Нина Александровна манпа сыв пуллашнă май.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 декабря 2005
00:00
Поделиться