Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тутарстанри учительсемпе _ тĕл пулу

Ноябрĕн 22-мĕшĕнче кỹршĕллĕ Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районĕн сăнарлă искусство тата музыка учителĕсем Шăмăршă районĕнчи учительсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттерчĕç. Тĕлпулу Çĕпрелте, 1-мĕш номерлĕ вăтам шкулта пулса иртрĕ. Тĕлпулăва уçса Çĕпрел районĕнчи вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Р.Ф.Закиров ăшă сăмахсем каларĕ, малашне те икĕ район вĕрентекенĕсем хушшинче туслă çыхăнусене аталантарсах пымаллине палăртрĕ. Калас пулать, кун йышши тĕлпулусем унччен те пулман мар. Пĕр вунă çул каялла биологи тата химии учителĕсем тĕрлĕ шкулсенче пулса курса уçă уроксене çỹренĕччĕ, анчах та юлашки çулсенче, чăн та, пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашма вăхăт тупаймастпăр. Пире çĕпрелсем çав тери ăшшăн йышăнчĕç. Шкул ачисем, Шăмăршăран килнĕ хăнасене саламласа, тутар тата чăваш халăх ташшисене парнелерĕç. Икĕ район учителĕсем ачасем ỹкернĕ картина тата ал-ĕç выставкисемпе палашрĕç, кĕçĕн ушкăнри ачасен хорне итлесе киленчĕç. Малалла уçă уроксем пуçланчĕç. Пĕрремĕш урока Çĕпрел шкулĕн 6 "б" класс ачисемпе Виçпỹрт Шăмăршăри шкулта ĕçлекен А.А.Семенов "Ташлакан сăнарсем" темăпа питех те чаплă ирттерчĕ. Шкул ачисем ỹкерме те, ташлама та, чăнлăха абстрактлăхран уйăрса илме те вĕренчĕç. Иккĕмĕш урок _ "Халăх промыслисем _ ỹкерчĕкре тата музыкăра" темăпа _ пĕрлештернĕ урок. Ăна Анат Чаткас шкулĕнчи Ю.И.Бакинпа Л.Н.Нянин учительсем ирттерчĕç. Вĕсем те урока 5 "б" класпа питех те интереслĕ йĕркелеме пултарчĕç. 3-мĕш урока 7 "а" класпа каллех А.А.Семенов ирттерчĕ. Урок темине яланхи пекех хăйĕн автор программинчен, йăлана кĕмен меслетсемпе усă курса уçса пачĕ. Ку урок ачасен тавракурăмне аталантарма питех те усăллă пулчĕ, архитектура предмечĕсем епле майпа аталанса пынине сăнаса пĕлме май пачĕ. Тăхтав вăхăтĕнче те ачасем урок валли хатĕрленĕ материалпа чылайччен интересленчĕç, учителе тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Ун хыççăн учительсем уçă уроксене тĕплĕн тишкерчĕç, виçĕ урока та пысăк хак пачĕç. Икĕ район учителĕсем çĕнĕ вĕрентỹ программисем, учебниксемпе кăтарту пособийĕсем, профиль вĕрентĕвĕ тавра чылайччен калаçрĕç. Чăвш Ен учителĕсен паха ĕç опычĕсене ырларĕç. Çитес тĕлпулу декабрь уйăхĕнче тутар чĕлхипе литературине вĕрентекен учительсемпе иртĕ. Икĕ район хушшинчи туслă çыхăну çирĕпленсех пырасса шанас килет



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 ноября 2005
00:00
Поделиться