Тавах, донорсем!
НОЯБРĔН 24-мĕшĕнче Васан, Кивĕ Шăмăршă, Виçпỹрт Шăмăршă тата Пуянкасси ялĕсенче пурăнакансем валли Донор кунĕ иртрĕ. Пурĕ 83 донор, çав шутра 45 хĕр арăмпа 38 арçын хăйсен юнĕсене пачĕç. Ялсем тăрăх илсен, Васантан 18, Кивĕ Шăмăршăран _ 12, Виçпỹрт Шăмăршăран _ 31, Пуянкассинчен 22 çын юн панă. Пĕрремĕш хут юн паракансем саккăрăн, 20 е ытларах юн панисем _ вун пĕрĕн. П.М. Родионов, Е.И.Муравьева, Р.А.Осипова, Б.В.Мишкин, С.В.Якушова, Н.В.Тимофеев тата ытти донорсене тав тума сăмах та çитес çук. Шăмăршăри тĕп больница администрацийĕпе Хĕрлĕ Хĕрес обществăн канашĕ районти донорсене пурне те çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунать.
"Шăмăршă хыпарĕ"