Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ТĔРĔС ШУТЛАВ ÇĔРШЫВШĂН УСĂЛЛĂ

УСĂЛЛĂ ЮЛАШКИ çулсенче пирĕн çĕршывра нумай улшăнусем пулса иртрĕç. Экономикăра çĕнĕ условисем йĕркеленчĕç, обществăри хутшăнусем те рынок тапхăрĕнче çĕнелсе улшăнчĕç. Ял хуçалăхĕнче те юлашки вăхăтра палăрмаллах улшăнусем пур. Экономикăн çĕнĕ условийĕсен вăхăтĕнче çĕр хутшăнăвĕсем улшăнса çĕнелчĕç, харпăр хăй хуçалăхĕсем вăйлăрах аталанма тытăнчĕç. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх таварĕсене ял хуçалăх предприятийĕсемпе пĕрлех хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, уйрăм граждансем туса илеççĕ. Ĕлĕкрех ял хуçалăх продукцийĕн 70 процентне пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем туса илнĕ пулсан, халĕ ку тĕлĕшпе лару-тăру пачах улшăнчĕ. Паян ял хуçалăх продукцийĕн 65 процентне уйрăм хуçалăхсем туса илеççĕ. Ял çыннин пĕрер гектар çĕр пурри пысăк тĕрек. Çавна май выльăх ытларах усрама та май пур. Анчах та ял хуçалăх отрасльне малалла аталантарас тата планлас тесен, ăçта мĕн чухлĕ çĕр пуррине, усă курман çĕрсем мĕн чухлĕ пулнине, выльăхсен хисепне тата ыттине те тĕрĕс пĕлсе тăмалла. Çакна тума вĕсене шута илни кирлĕ. РФ Патшалăх Думи кăçалхи июлĕн 6-мĕшĕнче "Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ çинчен" федераллă саккун йышăннă. Ăна РФ Федерации Канашĕ июлĕн 13-мĕшĕнче ырланă. Çапла вара пирĕн çĕршывра çитес çулхи июль уйăхĕнче ял хуçалăх çыравне ирттереççĕ. Çак тĕллевпе ЧР Министрсен Кабинечĕ "Пĕтĕм Раççейри 2006 çулхи ял хуçалăх çыравне Чăваш Республикинче ирттересси çинчен" йышăну тунă. Ял хуçалăх çыравне ирттерни мĕн парать-ха: - ял хуçалăх производствин тулли характеристикине илме май парать, ку вара çыравсем хушшинче туса илнĕ продукцин шайлашăвне шута илме пулăшать; - пĕтĕм тĕнчери стандартсене пăхса ял хуçалăхĕнчи лару-тăрăва статистика кăтартăвĕсемпе танлаштарма т.ыт. те. Унсăр пуçне, ял хуçалăх çыравĕн результачĕсем эффективлă агропромышленноç политикине туса хатĕрлес, апат-çимĕç комплексĕнчи лару-тăру пирки тулли информаци тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл ял хуçалăх тытăмне, унăн ресурсĕсене, муниципаллă йĕркеленỹсенчи ял хуçалăхĕ пирки туллинрех пĕлме май парать. Хальхи вăхăтра чылай çĕрте çĕр лаптăкĕ, выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк йышĕ палăртнинчен нумайрах е сахалрах. Хăш-пĕр çĕр лаптăкĕсен хуçисем те çук, тахçанах илнĕ те ун çинчен манса кайнă. Çĕр çинче ĕçлеме ỹркенсе нимĕн те акса-лартса çитĕнтермеççĕ. Вĕсенче çум курăк ашкăрса ларать. Кун пек тĕслĕхсем пирĕн районта та çук мар. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсен, уйрăм çынсен ял хуçалăх техникине те тĕрĕс шута илмелле. Раççейре ял хуçалăх çыравне пĕрремĕш хут 1920 çулта ирттернĕ. 1996 çулта выльăх-чĕрлĕх йышне шута илнĕ. Ют çĕршывсенчен нумайăшĕнче ял хуçалăх çыравне ирттерессине саккунпа çирĕплетнĕ. Аталаннă аграрлă çĕршывсенче ăна 5-10 çултан кая юлмасăр ирттереççĕ. Австралипе Çĕнĕ Зеландире _ кашни çулах. Мĕншĕн тесен, çырав ирттерни пăтрашуллă пулăмсене йĕркене кĕртме, статистикăра тĕрĕс кăтартусем тума, муниципалитет органĕсене малалла аталантармалли майсене тĕрĕс палăртма кирлĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн районта та республикăри пекех çырава йĕркеллĕ ирттерес тĕлĕшпе хатĕрленỹ ĕçĕсем пыраççĕ. Чи кăткăс ĕç _ çырава хутшăнакан ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен списокне хатĕрлесе çитересси. Çырав объекчĕсен 8 списокне тумалла пулать, унта ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсен тĕрлĕ категорине кĕртмелле. 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ вăхăтĕнче шута илмелли объектсене палăртнă. Пирĕн районта вĕсен 6053 объект. Çав шутра 24 ял хуçалăх организацийĕ, 62 хресчен (фермер) хуçалăхĕ, уйрăм хуçалăх тытакан 5,9 пин ытла çемье шутланать. Ял хуçалăх объекчĕсем пирки сведенисене пуçтарса çырав ирттерме ятарласа вĕреннĕ граждансем хутшăнаççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 ноября 2005
00:00
Поделиться