Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Салтак парни

Анат Чаткасри вăтам шкулта физкультурăпа спорт пысăк хисепре. Çакна ачасем районта иртекен ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнни те лайăх çирĕплетет. Физкультурăпа спорт шкулта кăна мар, малашнехи пурнăçра та питĕ кирлĕ. Уйрăмах каччăсене çар службинче çирĕп вăй-хал пысăк пулăшу парать. Акă, нумаях пулмасть пирĕн ял каччи Семен Синелев çар службинчен таврăнчĕ. Вăл салтака кайиччен маттур спортсмен пулнă, службăра та спортран уйрăлман. "Чăн-чăн салтак", - теççĕ Семен пек çамрăксем пирки командирсем. С.Синелев çарта чухне те тăван шкула манса кайман иккен. Шкула вăл тулли салтак кутамккипе килчĕ. Кутамккаран волейбол, баскетбол мечĕкĕсемпе пĕчĕк мечĕксем кăларсан, ачасем хыттăн алă çупса ячĕç. Семен тăван шкула чăннипех те пысăк парне пачĕ, ачасене спорта юратма ырă сунчĕ. _ Санăн шанăçна, Семен, тỹрре кăларăпăр, - терĕ чĕререн тав тунă май шкулти физкультура учителĕ Н.Н.Зыков.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 ноября 2005
00:00
Поделиться