Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Проектсене ăнăçлă хỹтĕлерĕç

Çак кунсенче Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче республикăн кăнтăр районĕсенчи шкулсенче вĕренекенсен конференци-фестивалĕ иртрĕ. "Наука, творчество, аталану" ятпа йĕркеленĕ пысăк мероприятие пирĕн районти шкулсем те хутшăнчĕç. Кĕске сăмах каласа конференцие Патăрьел райадминистрацийĕн вĕрентỹ управленийĕн начальникĕ Н.С.Маллина уçрĕ. Малалла вара вĕренекенсем тĕрлĕ секцисем тăрăх пайланса ĕçлерĕç. Унта вĕсем хăйсен вăл е ку предметпа, культурăпа, социологипе тата обществăлла пурнăçпа çыхăннă проекчĕсене хỹтĕлерĕç. Фестиваль итогĕсене пĕтĕмлетсен, "Экономикăпа социологи" тата "Обществознани" секцисенче Шăмăршă лицейĕнче 11 класра вĕренекен Екатерина Поляковапа Зиле Атнагуллова иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăна тухни палăрчĕ. Хăйсен проекчĕсене ăнăçлă хỹтĕленĕшĕн вĕсене тивĕçлĕ степеньлĕ Дипломсем парса хисеплерĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 ноября 2005
00:00
Поделиться