Ырă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ
Кивĕ Чукалта çĕнĕ Культура çурчĕ уçăлни пĕтĕм ял халăхне савăнтарать. Культура учрежденийĕ хăйĕн ĕçне малалла аталантарса пырать. Ватти-вĕтти те, çамрăксем те Культура çуртне йышлăн çỹреççĕ. Тĕрлĕрен кружоксем çĕнĕрен ĕçлеме тытăнчĕç. Клубпа библиотека, шкул, ача сачĕн ĕçченĕсем пĕрле килĕштерсе ĕçлеççĕ, тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелеççĕ. Акă, нумаях пулмасть Хĕр сăри уявĕ, унтан Кĕрхи бал иртрĕç Культура çуртĕнче. Çавăн пекех районти культура ĕçченĕсем йĕркеленĕ такмакçăсен "Эх, Семеновна" фестивалĕнче те виççĕмĕш вырăна тивĕçлĕ пулчĕç кивчукалсем. Культура вучахĕн хĕмĕ ан сỹнтĕрччĕ, вăл малашне те çакăн пекех илемлĕн ялкăшса тăтăрччĕ
"Шăмăршă хыпарĕ"