Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ан касăр шурă хурăна

Ноябрĕн 23-мĕшĕнче, оперативлă ĕçсен ыйтăвĕсемпе Чукал тăрăхне кайма тухсан, Энтĕрьел тĕлĕнче, çулăн сулахай енче, вăрман хỹтĕлевĕн полоси çинче такамсем кăвайт çунтарнине асăрхарăмăр. Автомашинăна чарсан вĕсем кĕтỹ кĕтекенсем пулнине пĕлтĕмĕр. Вут чĕртме юраман вырăнта кăвайт çунтарнăшăн иккĕшĕн çине те протоколсем çырма тиврĕ. Кĕтỹçсем çакăнта йăваланса выртакан типĕ йывăçсене _ çамрăк хурăнсене çунтарни те пире шухăша ячĕ. Вырăн-вырăнĕпе вĕсене тĕпренех каса-каса янă иккен. Паллах, çулла, милĕк хатĕрленĕ вăхăтра йăвантарнă хурăнсене. Çынсен пархатарлă ĕçне сума хуман, хăйсен пурнăçĕнче пĕр йывăç лартман çынсем кăна тума пултарнă çак ирсĕр ĕçе. Аялти вулăсене çĕçĕпе тирпейлĕн каса-каса илме май пулман-и вара? Çук çав, совесть мĕн иккенне маннă çынсем çăмăллăнах, пĕр вырăнтах, унта-кунта уткаламасăрах милĕксем хатĕрленĕ. Çакнашкал тĕксĕм ỹкерчĕксене Энтĕрьел тĕлĕнче кăна мар, районти ытти вырăнсенче те асăрхама пулать. Вăрман хỹтĕлевĕн посадкисем çинчи урлă-пирлĕ йăваланса-хуралса выртакан хурăнсене курсан чун хурланать. Вĕсене çынсем ырă тĕллевпе _ çулсене хĕлле юр ытлашши хỹсе ан лартăр, çулла уй-хирти тухăçа вăйлă çил çав тери ан сиенлетĕр, тăван тавралăх ешĕл тĕспе илемлентĕр тесе лартса хăварнă, вĕсем тĕрĕс-тĕкел çитĕнччĕр тесе тăрăшнă, чĕрĕлеймен йывăçсем вырăнне çĕнетсе лартнă. Çитĕнсе, вăй илсе пыракан, тавралăха илем кỹрсе тăракан çамрăк хурăнсене пĕр шелсĕррĕн касса антарма мĕнле хăяççĕ-ши? Хăйсен пахчинче ỹсекен йывăçсем мар вĕт-ха вĕсем. Вăрмана кĕрсен те айăн-çийĕн выртакан, хуралса-çĕрĕшсе пыракан çамрăк хурăнсенех куратпăр эпир. Аялти туратсене ава-ава антарса, хăвна килĕшекен вулăсене касса илме май çук-шим? Ỹссе сарăлнă йывăç çине хăпарса вулăсене касма та пулать. Çук вĕт _ хăш-пĕрисем питĕ васкаççĕ, çутçанталăка пысăк сиен кỹни пирки пĕрре те шутламаççĕ. Ара, килти мар-çке! Çутçанталăка сăтăр кỹнĕшĕн, йывăçсене каснăшăн административлă йĕркепе те, уголовнăй майпа та айăплаççĕ. Саккунсене, çирĕп пăхăнса штраф тỹлессинчен е условнăй айăплав илессинчен пăрăнса пурăнасчĕ. Ыттисен ырă ĕçне тивĕçлипе хакласчĕ, чун-чĕрепе яланах таса пуласчĕ, тăван тавралăх илемне упрасчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 ноября 2005
00:00
Поделиться