Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ярăслав чиркĕвĕн - çĕнĕ пачăшка

Темиçе çул хушши хупă тăнă хыççăн, иртнĕ шăмат кун Ярăславри "Кĕтмен савăнăç" чиркỹ çĕнĕрен ĕçлеме пуçланă. Ульяновск облаçĕнчи Çĕнĕ Улхаш çынни Геннадий атте (вăл маларах Анат Чаткасри чиркỹре те ĕçленĕ пулнă) çак кун кĕлĕ ирттернĕ. Ăна чиркỹ службинче Валентина матăшкă тата Магдалина манашкă пулăшса пынă. Кĕлле халăх таврари ялсенчен те йышлă пухăннă. Турă пилĕпе чиркỹре литурги службисем малашне те пĕр тикĕс иртессе шанас килет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 ноября 2005
00:00
Поделиться