Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Районти конкурса хутшăнса

Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта вĕренекенсем районта ирттерекен агитаци программисен конкурсне хастар хутшăнаççĕ. Хăйсен вăйĕпе вĕсем "История про злого оборотня Ал Коголь" спектакль хатĕрлесе Пуянкасси клубĕнче лартса панă. Костюмсене ачасем хăйсемех хатĕрленĕ. Кашни класрах наркомание, алкоголе тата пирус туртнине сивлесе калаçусем йĕркеленĕ. Çак ыйтăвах ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче те çивĕч çĕкленĕ. "Çамрăксем _ сывă пурнăç йĕркишĕн" акци малалла пырать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 ноября 2005
00:00
Поделиться