Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Поселени"е "хутлăх" е "тăрăх"?

2006 çулта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен реформи пулнă май, пичет хатĕрленĕ тата ĕç хучĕсем çырнă чух çивĕч ыйту тухса тăрать: "Сельское поселение" тенине чăвашла мĕнлерех куçармалла-ха? Çак ыйтăва эпĕ Шăмăршă депутачĕсен Пухăвĕнче те çĕкленĕччĕ, анчах пĕр шухăш патне пырса тухаймарăмăр. Вăхăт вара сахал юлчĕ, "поселение" сăмах валли юрăхлă термин тупмаллах. Çак кунсенче Шупашкарта чăваш чĕлхине аталантарас, унăн орфографине, терминологине, ономастикине лайăхлатас ыйтусене татса пама пулăшас тĕллевпе чăваш чĕлхин нормисене тĕрĕслесе пыракан ведомствăсем хушшинчи комиссин ларăвĕ пулса иртнĕ, унта та "сельское поселение" тенине чăвашла еплерех тĕрĕс куçарас ыйтăва хускатнă. Чĕлхеçĕсенчен пĕрисем "ял хутлăхĕ", теприсем _ "ял халăхĕ пурăнакан вырăн", виççĕмĕшсем "тăрăх" тесе калама-çырма сĕннĕ. "Поселение" сăмаха вырăслах хăвармалла текенсем те пулнă. Сĕнỹ пама пулĕ-ха ăна, анчах сăмахне халăх йышăнĕ-ши? "Чукал ял хутлăхĕ" е "Шăмăршă ял халăхĕ пурăнакан вырăн" (Ирçе Тĕкки, Çĕнĕ Шăмăршă е Энтĕрьел ял мар-и вара?) тени, ман шутпа, ăнланмаллах мар. "Шăмăршă ял тăрăхĕ" тени юрăхлăрах пек туйăнать. Халăхра ĕлĕкренех "Чаткас тăрăхĕ" е "Пашьел тăрăхĕ" тесе каланă. Çапла вара, "Чукальское сель-ское поселение" сăмаха "Чукал ял тăрăхĕ" тесе калани халăха ăнланмалларах тесе шутлатăп. Ытти районсем çак ыйтупа тавлашнă тапхăрта хамăрăн сĕнĕве Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тăратсан питех те лайăх пулĕччĕ. Шăмăршă тăрăхĕнчи чăн-чăн чăвашсен çĕнĕ терминĕ чĕлхемĕре пуянлатма пулăшĕ. Ман сĕнỹ пирки вулакансен шухăшĕсене питех те пĕлес килет. Тата нумай калаçма-тавлашма вăхăчĕ те сахал _ 2006 çул çывхарса çитрĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 ноября 2005
00:00
Поделиться