Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ырă ĕç ырăпа таврăнать

"Эх, енчен те пĕтĕмпех çĕнĕрен пуçлама май килсен..." _ хаш! сывласа илеççĕ пĕрисем. "Çапла, ăçта ỹкессе пĕлнĕ пулсан..." _ хĕрхенеççĕ вĕсене теприсем. "Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен" _ çирĕплетеççĕ виççĕмĕшĕсем. Мĕнле калас, "Ĕмĕре ирттересси уй урлă каçасси мар", тенĕ ваттисем. "Тĕллевсĕр пурăнса ирттернĕ çулсемшĕн кайран асаплануллă ырату ан пултăр тесен..." вулаттăмăр эпир шкулта. Анчах та çак йĕркесен пĕлтерĕшĕ пирки эпир пит шутласах кайман. Ку вăл пирĕн пирки е пирĕн валли мар тенĕ. Пурнăç çулĕн ытларах пайне утса тухнă хыççăн, каялла çаврăнса пăхса, хаш! сывлатпăр: "Йăлтах çĕнĕрен пуçлас пулсан..." Анчах йăнăшсене шкулти сочиненире кăна тỹрлетме пулать çав: "Чавса çывăх та, çыртма çук". Пурнăçа кирлĕ пек е шутласа хунă евĕр пурăнма кам вĕрентĕ пире? Пурнăç _ анлă юхан шыв пекех: çын ишет те ишет ун çийĕн, ишевре вăрăмăшне те, тарăнăшне те пĕлмест. "Çỹллĕ хумсем" капланса килессе те, авăрта "çавăрттарса" илме пултарасса та ăнкараймасть. Пурте тĕрлĕрен "ишеççĕ": пĕрисем - çăмăллăн та вăй-хала ытлашши пĕтермесĕр, теприсем - йывăррăн, анчах питĕ чăтăмлăн, виççĕмĕшĕсем вара - пĕр утăм малалла куçаççĕ, иккĕ - каялла. Шыв юххине хирĕç "ишекенсем" те пур. "Пурнăç юхан шывĕ" хăйĕн коррективĕсене кĕртет: вăйсăрланнисене пулăшать, аташса кайнисене çул кăтартать, виççĕмĕшсене кĕтмен-туман çĕртен "хумсен" чи çỹллĕ сийĕсем таран çĕклет, тăваттăмăшсене, ытлашши иртĕнсе кайнисене, "авăрта" çавăрттарса илет... Пирĕн пурнăçа кам йĕркелесе-ертсе пырать-ха? Пурнăçăн тытăмлăхĕ мĕнлерех? Тата мĕнле майпа кашнине пĕлсе, палăртнă вăхăт иртнĕ хыççăн тивĕçлипе тỹрлеттерсе тăрать вăл? Ахăртнех пирĕн, çынсен, тỹпенелле тăтăшрах тинкермелле пулĕ. Çỹлтен пĕтĕмпех курăнать, унта йăнăшсем пулмаççĕ, теççĕ. Пулас ăрусем пирки тарăннăн шутланă май, мăн асаттесем пирĕн валли çав тери пысăк мул _ пурнăçпа çыхăннă тарăн шухăшлă ваттисен сăмахĕсене, халăх каларăшĕсене хăварнă. Çĕр çинче куçа курăнман, хире-хирĕçле çыхăнусем йĕркелеме пултаракан вăйсем пулни, хамăр тунă йăнăшсемшĕн кайран туллин тỹлеме тивни пирки те асăрхаттарса хăварнă. Йăхсен пуçаруçисем, паллах, питĕ ăслă çынсем пулнă, пулас ăру çыннисене йăнăш çул-йĕр çине тăрассинчен сыхлама тăрăшнă. Ваттисен сăмахĕсемпе халăх каларăшĕсен пысăк пĕлте-рĕшне эпир, çулсене пĕрин-хыççăн теприне хыçа хăварнă май, питĕ лайăх ăнланатпăр, хамăр тунă йăнăшсемшĕн ỹкĕнсе хурланатпăр: "Чавса çывăх та, çыртма çук". Питĕ шел, нумай чухне эпир хамăрăн тата ыттисен йăнăшĕсенчен тивĕçлĕ уроксем тумастпăр, мăн асаттесен ăслă сăмахĕсене ăша хывмастпăр. Çутă тĕнчере хире-хирĕçле çыхăнусем йĕркелеме пултаракан асамлă вăй хуçаланни пирки манатпăр. Чун тасалăхĕ, ăшă кăмăл, пĕр-пĕрне ăнланма тата каçарма пултарни пурнăçра паллă вырăн йышăнаççĕ. Çак пахалăхсем пирки ваттисем нумай каланă: "Ырă ĕç ырăпа таврăнать", "Шăтăк ан чав, унта хăвах лекĕн", "Пусса ан сур, шывне хăвăнах ĕçме тивĕ", "Хăвна чулпа перекене çăкăрпа тавăр" тата ытти те. Хамăрăн йăхсен пуçаруçисене эпир пур кăмăлтан, пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватпăр. Вĕсен ăслă каларăшĕсемпе усă курса эпир хамăр пурнăçа тивĕçлипе хаклама пултаратпăр. Пирĕнпе пулса иртекен кашни пăтăрмаха тахçан хамăр йăнăш утăм тунипе тата тепĕр çынна пĕр сăлтавсăрах кỹрентерсе, ăна час-часах ура хурса пурăннипе çыхăнтарма та ăнкаратпăр. Çỹлти Турă пĕтĕмпех курса тăрать, унран кашниех хăйне тивĕçлĕ шăпа илет



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 ноября 2005
00:00
Поделиться