Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Халĕ те хывман спорт формине

Райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен пайĕн начальникĕ П.С.Угасин районти спорт ветеранĕсем хушшинче сумлă вырăнта тăрать. Район чысне республикăри нумай-нумай спорт ăмăртăвĕсенче хỹтĕленĕ вăл, вĕсенче лайăх результатсемпе палăрнă. Халĕ те, 51 çулта пулсан та, спорт формине хывмасть, хăйĕн ỹсĕмĕнчи йĕлтĕрçĕсем хушшинче призлă вырăнсем йышăнса пырать. Спортпа Анат Чаткасри вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех интересленме тытăннă Петр Угасин. 10 класра вĕреннĕ чухне, 1971 çулта, йĕлтĕрпе чупассипе тата биатлон енĕпе район чемпионĕ пулса тăнă. Колхозăн пĕрлештернĕ футбол командинче 8 класран пуçласах вылянă. Анат Чаткас команди районта çуллен пĕрремĕш вырăн йышăннă. Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникин техникумĕнче вĕреннĕ чухне республикăри ятарлă вăтам вĕренỹ заведенийĕсем хушшинче ирттернĕ йĕлтĕрçĕсен, Чулхулара йĕркеленĕ велосипедистсен ăмăртăвĕсенче пĕрремĕш пулнă. Çар службинче тăнă вăхăтра йĕлтĕрпе чупассипе Çурçĕр флочĕн чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ. Службăран таврăнса техникум пĕтернĕ хыççăн, 1977-1981 çулсенче, Петр Семенович районти спорт комитечĕн председателĕнче ĕçленĕ, райĕçтăвком председателĕпе В.И.Максимовпа пĕрле спортăн тĕрлĕ енĕсене малалла аталантарас тĕлĕшпе нумай тăрăшнă. 1980 çулта Олимп вăййисем йĕркелени, Николай Куприянов ертсе пынă футболистсен команди республика чемпионĕ пулса тăрса хуласен командисем хушшинче аслă Лигăра выляни район историйĕнче юлать. 1981 çултанпа П.С.Угасин районти гражданла оборона ĕç-хĕлне ертсе пырать, пĕрлех тĕрлĕ спорт мероприятийĕсене активлă хутшăнать. Çак хушăра йĕлтĕрпе чупассипе нумай хутчен район чемпионĕн пьедесталĕ çине хăпарнă вăл. Кунсăр пуçне çак хисеплĕ ята биатлон, сĕтел çинчи теннис спорчĕсенче, хĕллехи тата çуллахи нумай енлĕ кĕрешекенсен ăмăртăвĕсенче те тивĕçнĕ. Çавăн пекех райцентрти футболистсен "Строитель" командинче те чылай çул хушши ăнăçлă вылянă. Çак команда республикăра та лайăхпа палăрса тăнă. Юлашки çулсенче райадминистрацин пĕрлештернĕ спорт командине капитан пулса ертсе пырать Петр Семенович. Пирĕн команда республикăри райадминистрацисем хушшинче футболла выляссипе тата йĕлтĕрпе чупассипе призлă вырăнсем йышăнса пырать, волейбол, теннис, шашка-шахмат вăййисенче те лайăх результатсем кăтартать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 ноября 2005
00:00
Поделиться