Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Эс чи хакли çут тĕнчере

АННЕ... Епле илемлĕн те çепĕççĕн янăрать çак сăмах. Юратнă аннемĕр пире, хăйĕн тĕпренчĕкĕсене, хăй çутă тĕнчерен кайичченех чун-чĕре ăшшине парса, тĕрлĕ енлĕн пулăшса тăрать. Паллах, аннесене эпир хамăр та май килнĕ таран тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр. Ачасен амăшĕсене патшалăх та куçран вĕçертмест. 18 çул тултарман ачасен амăшĕсене _ вĕсем районта пурĕ 1507ĕн, пурĕ 2525 ача пăхса ỹстереççĕ _ патшалăх уйăхсерен пособи тỹлесе тăрать. Чăваш Республикин "Ачаллă граждансене тивĕçекен патшалăх пособийĕсем çинчен" саккунĕпе (2004 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕ) килĕшỹллĕн, кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 1 ача пуçне 100 тенкĕ, 2 ачашăн 125-шер, 3 ачашăн 140-шер тенкĕ пособи илеççĕ хĕрарăмсем. Çулталăк çурă таранчченхи пепкесем пăхса пурăнакан амăшĕсене пособисемпе ĕç коллективĕсем тивĕçтереççĕ. Ĕçсĕр тăрса юлнă амăшĕсене вара _ вĕсем 110-ăн _ райадминистрацин социаллă хỹтлĕх пайĕ урлă укçа параççĕ. Çак тĕллевпе кăçал 480 пин тенкĕ тăкакланă. Кунсăр пуçне декретлă отпуска кайнă 68 ĕçсĕр хĕрарăма 95 пин тенкĕ тỹленĕ. Кăçал районта пурĕ 142 ача çуралнă, çав шутран 74 хĕр ача, 68 арçын ача. 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ача çуратнă хĕрарăмсене тивĕçекен пособи укçин виçи _ ăна пĕр хутчен параççĕ _ 6 пин тенкĕпе танлашать. Районта нумай ачаллă 218 çемье шутланса тăрать (3 ача е ытларах), вĕсенче 690 ача çитĕнет. Çакнашкал çемьесен электроэнергипе тата газпа усă курнăшăн 70 процент кăна укçа хывмалла, 30 процентне вара патшалăх саплаштарать (ача 18 çул тултариччен). Мăшăрсăр ача ỹстерекен амăшĕсем _ 112ĕн. Вĕсене патшалăх 1 ачашăн 200 тенкĕ, 2 ачашăн 500 тенкĕ пособи тỹлет. Хăйсен амăшĕсен ăшшине туйса, вĕсен тĕрлĕ енлĕ пулăшăвне курса ỹсни ачасемшĕн пысăк телей. Питĕ шел, качча каймасăрах ача çуратнă, пепкисене кукамăшĕпе е асламăшĕпе хăварнă, хăйсем унта-кунта çапкаланса çỹрекен çамрăк хĕрарăмсем те, ачисене кирлĕ пек пăхман, ĕçкĕпе иртĕхекен амăшĕсем те пур районта. Вĕсемпе профилактика субъекчĕсем воспитани ĕçне илсе пыраççĕ-ха. Анчах та ача çуратнă пулсан, ăна кирлĕ пек пăхса ỹстересси, ăна тивĕçлĕ воспитани парасси пирки чи малтанах амăшĕн хăйĕн тарăннăн шутламалла, тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹсем тумалла. Сăмахăма вĕçленĕ май, çапла калас килет: аннесене яланах упраса пурăнар, вĕсене сивĕ сăмахпа е килпетсĕр ĕç-пуçпа кỹрентерессинчен пăрăнар. Юратнă аннесен чĕрине нихăш енĕпе те ыраттарас марччĕ. Нимле йывăрлăхсемпе чăрмавсене пăхмасăр, хамăра çуратнăшăн, çутă кун çути кăтартнăшăн, вăй-халне шеллемесĕр ỹстернĕшĕн аннесене пĕтĕм чун-чĕререн тав туса пурăнасси пирки те асрах тытасчĕ. Юлашкинчен районти мĕн пур хĕрарăмсене пысăк уявпа _ Пĕтĕм тĕнчери Аннесен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăхпа тулли телей сунатăп.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 ноября 2005
00:00
Поделиться