Алкоголизм _ чир, ăна сиплемеллех
Юлашки çулсенче алкоголизм чирĕ анлăн сарăлса пырать. Хальхи вăхăтра унпа витĕмлĕн кĕрешме май çук. Мĕншĕн тесен обществăра алкоголь кульчĕ хуçаланать, халăх ăна пăхăнса пурăнать. Эрех-сăрана çынсем ĕлĕкрен хăнăхса пынă. Алкоголь çын кăмăлне çĕкленĕ пек туйăнни ĕçкĕ-çикĕ йăлисене сарăлма пулăшнă. Майĕпен алкоголь авторитечĕ çỹлтен-çỹле çĕкленсе, халăх йăли-йĕркисене кĕрсе пынă. Эрех ĕçни çыннăн шалти органĕсене хавшатать, уйрăмах чĕрене пысăк сиен кỹрет. Юн куçса çỹресе, организмри веществосен ылмашăвне тытса тăрать. Юн çаврăнăшне йĕркелесе, чĕре хăватлă насус пек ĕçлет. Çак ĕçе туса пыма миокарда энергийĕ кирлĕ. Этил спирчĕ вара _ клеткăри наркăмăш _ çак энергие тума чăрмантарать. Эрех ĕçни куçшăн та сиенлĕ. Куç нерви _ çак органăн чи кирлĕ пайĕ. Вăл çутă хусканăвне (вылявне) куç аппарачĕн перифери пайĕсем урлă унăн тĕп пайĕсене çитерет. Куç нервисем сывлăш çитменнине тата ытти сиенлĕ япаласене хăвăрт туяççĕ. Наркăмăшлă япаласене пула чĕлкĕмсем вилеççĕ, урăх тỹрленеймеççĕ. Çавна пула куç нерви пĕчĕкленет, вăйсăрланать. Метил спирчĕ - питĕ наркăмăшлă шĕвек. Кашни çыннăн организмĕ алкоголь улăштаракан шĕвексене тĕрлĕрен йышăнать. Хăшĕ-пĕрисен организмĕ питĕ сахал виçепе те - çур чей кашăкĕ ĕçнипех е унăн пăсĕпех сиенленет. Метил спирчĕ ĕçнĕ хыççăн пуç ыратса, кăмăл пăтранса, хăсас килсе тăрать, хырăм пăсăлса аптратать. Куç темиçе сехетрен е пĕр-ик кун иртсен сиенленме пултарать, япăх курма пуçлать. Чылай чухне çын тăнне çухатса вилсе те каять. Куç нервишĕн килте тунă сăмакун та питĕ сиенлĕ. Сăмакунра сывлăхшăн сиенлĕ наркăмăшлă çусем пур. Килти эрехре метил спирчĕ сахал мар тĕл пулать. Алкогольпе наркăмăшлансан чылай чухне суккăрланса та лараççĕ. Куçсем сиенленеççĕ, тĕтреллĕ курма тытăнаççĕ, тĕс уйăрайми пулаççĕ. Паянхи кун тĕлне пирĕн районта вăраха кайнă алкоголизм (хронический алкоголизм) чирĕпе чирлекен 400 çын учетра тăрать, çав шутра 30 проценчĕ _ хĕрарăмсем. Эрех-сăмакуна кăмăллакансен йышĕ юлашки çулсенче пирĕн район территорийĕнче те ỹссех пырать. Усал шĕвеке пулах районта нумай çын вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлнă. Юлашки виçĕ çул хушшинче ĕçекен хĕрарăмсем хушшинче ăсран тухнисен ("белая горячка") шучĕ пысăкланни те хытах пăшăрхантарать. Алкоголизм чирĕпе чирлекен çынсен сипленмелле. Ку енĕпе республикăри тата районти наркологи диспансерĕсенче ятарлă медицина пулăшăвĕ параççĕ. Хамăр районти тĕп больницăн терапи уйрăмĕнче те ятарлă краватьсем уйăрса панă. Арçынсемпе хĕрарăмсем, яшсемпе хĕрсем! Халĕ хăвăр шухăшласа пăхăр-ха: ĕçмелле е ĕçмелле мар?