Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

В.В.БАРАЕВ ÇИНЧЕН ПĔЛЕТĔР-И?

Чăвашсен палă поэчĕ, иртнĕ вăрçăра Сталинграда хỹтĕлесе пуçне хунă Владимир Васильевич Бараев-Сĕркке çуралнăранпа декабрĕн 5-мĕшĕнче 95 çул çитет. Çавна май районти "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатпа истори музейĕ "В.В.Бараев-Сĕркке çинчен пĕлетĕр-и?" викторина-конкурс ирттереççĕ. Итогсене поэт çуралнă кун пĕтĕмлетеççĕ, çĕнтерỹçĕсене хаклă парнесемпе Хисеп грамотисем кĕтеççĕ. Хуравсене декабрĕн 2-мĕшĕччен хаçат редакцине ярса памалла. Конкурс ыйтăвĕсем 1. В.В.Бараев-Сĕрккен ачалăхĕ унăн тăван ялĕнчи хăш урамра иртнĕ?  2. Ялта ăна мĕнле ятпа чĕннĕ?  3. Ун пурнăçĕ çинчен çырнă паллă кĕнеке авторĕ. 4. Поэтăн чи çывăх тусĕ _ Чăваш халăх поэчĕ. 5. В.В.Бараев-Сĕрккен пĕрремĕш кĕнеки мĕн ятлă? 6. Поэт-патриотăн фронтри çар званийĕ. 7. В.В.Бараев-Сĕркке миçемĕш çулта, мĕнле уйăхра, хăш кун пуçне хунă? 8. Ăна миçемĕш çулта СССР Писательсен союзĕн членне йышăннă? 9. Поэтăн ывăлĕ мĕн ятлă пулнă? 10. 1995 çулта "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕ В.В.Бараев-Сĕркке ячĕллĕ преми çирĕплетнĕ. Çак премие камсем илме тивĕçнĕ?



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 ноября 2005
00:00
Поделиться