Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чыс кỹрет арçынна салтак çи-пуçĕ

ПУР районсенчи пекех, хальхи вăхăтра пирĕн тăрăхра та призыв тапхăрĕ пырать. Ноябрĕн 12-мĕшĕнче призывниксен пĕрремĕш ушкăнне _ çак йышра Алексей Кузьмин (Анат Чаткас), Юрий Старшинин (Пăчăрлă Пашьел), Александр Кузьмин (Виç-пỹрт Шăмăршă) тата Василий Храмов (Çĕнĕ Чукал) пулнă _ çар чаçĕсене ăсатнă. Каярахпа Виктор Евлешкин (Пăчăрлă Пашьел), Александр Архипов (Виçпỹрт Шăмăршă), Владимир Желудкин (Çĕнĕ Чукал), Евгений Кочкомазов (Шăмăршă), Иванпа Илья Муравьевсем, Николай Петровпа Юрий Новый (Анат Чаткас) службăна кайнă. Декабрь вĕçленичченех пырать призыв тапхăрĕ. Районти çар комисариатĕнче пурĕ 27 çамрăка повестка панă, ăна вĕсем Призывниксен кунĕнче _ ноябрĕн 2-мĕшĕнче илнĕ. Призывниксенчен 8-шĕ _ Типĕ çĕр çинчи (Сухопутные), 5-шĕ _ Раççейĕн Шалти ĕçсен министерствин, 5-шĕ _ Пограничнăй, 3-шĕ Чукун çул çарĕсенче, 5-шĕ Тинĕс-çар флотĕнче службăра пулĕç. Пĕлỹ шайне илсен, çамрăксенчен пĕри _ аслă, 3-шĕ _ ятарлă вăтам, пĕри _ тулли мар вăтам, ыттисем пĕтĕмĕшле вăтам е профессилле вăтам пĕлỹллĕ. Повестка панисенчен 17-шĕ водитель профессине алла илнĕ, çав шутран 12-шĕ районти çар комиссариачĕн направленийĕпе Канашри РОСТО автошкулĕн Патăрьелĕнчи филиа-лĕнче вĕреннĕ. _ Республикăри çар комиссариачĕн планĕпе килĕшỹллĕн, 2005 çулхи кĕрхи призывра пирĕн районтан Раççей çарне пурĕ 33 салтак тăратмалла, - терĕ çар комиссариачĕн иккĕмĕш уйрăмĕн начальникĕ С.В.Кудрявцев прапорщик. _ Повестка панисемсĕр пуçне, отсрочка илсе пынă тата врачсен хушăвне пурнăçласа сиплев курсне пурнăçланă призывниксен тепĕр ушкăнне ноябрĕн 30-мĕшĕнче республикăри медицина тĕрĕслевне яратпăр. Вĕсенчен 6-шне призыв валли суйласа илетпĕр, хăш çарсенче службăра тăмаллине палăртатпăр. Хаçатра вырăн панипе усă курса, призывăн тĕрлĕ ыйтăвĕсемпе сисĕмлĕ пулăшу парса тăнăшăн, Раççей шайĕнчи пысăк мероприятие тимлĕхре тытнăшăн район администрацийĕн пуçлăхне Валерий Петрович Фадеева районти çар комиссариачĕн ятĕнчен чĕререн тав тăватăп. С.В.Кудрявцев прапорщик каланă тăрăх, призывран пăркаланакансем çук. Ку, паллах, савăнтарать. Раççей Конституцийĕнче палăртнă тивĕçе кашни çамрăкăн пурнăçламалла. Салтак çи-пуçне тăхăнса стройра çỹренĕ арçынсем ял-йышра та сумлă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 ноября 2005
00:00
Поделиться