Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕне усра, сысна _ сĕтел пушă пулмĕ вара

ÇУ кунĕсенче Патирекре темиçе те пулнă, ял çумĕнчи улăхра çỹрекен кĕтỹре ĕнесем йышлă пулнинчен тĕлĕннĕччĕ. _ Ĕнесĕр мĕнле-ха? _ терĕ ун чух черетпе кĕтỹç пушши йăтнă Абрар Тепитов. _ Ĕне пире тăрантарать, сĕтне сутса кил-çурта тытса тăма укçа тăватпăр. Абрар хăйĕн хуçалăхĕнче виçĕ ĕне усрани çинчен савăнсах пĕлтерчĕ. Тепитовсем пеккисем ялта сахал мар: А.Алеевăн, М.Ибетулловăн, М.Хуснутдиновăн, С.Хамдеевăн тата ыттисен çемйисем те икĕ-виçĕ пуç ĕне усрама вăй çитереççĕ. _ Халĕ утă-улăм нумай вĕт, хатĕрлеме ан ỹркен кăна, - калаçăва хутшăнчĕ "Искра" кооператив председателĕ М.Хамдеев. _ Ĕçлекенсене тырă та паратпăр. Пенсионерсемпе ялти интеллигенци те укçа тỹлесен хăйсене кирлĕ чухлĕ тырă илме пултараççĕ. Ялти 80 ытла хуçалăх пĕрер гектар çĕр илнĕ, ытларахăшĕ выльăх апачлĕх культурăсем çитĕнтереççĕ. Тырă акса тăвакансем те пур. Халлĕхе виçĕ фермер кунта _ пурте вăй питти çынсем. Аслă шкулта вĕренсе агроном дипломне илнĕ, хăйĕн специальноçĕпе нумай çул ĕçленĕ Р.Севрюгин фермерсенче малашлăх тесе шутлать. Севрюгинсен кил карти пысăках мар фермăна аса илтерет, уйрăмах сысна ĕрчетессипе тухăçлă ĕçлеççĕ. Вĕлле хурчĕсем те, кайăк-кĕшĕк те йышлă усраççĕ. Хăйсенчен ытлашшине сутса укçа тăваççĕ. Севрюгинсен фермер хуçалăхĕнче район пуçлăхĕ В.П.Фадеев та пулса курнă, ĕçчен çынсене мухтаса хăварнă. Ял çыннисем куллен сĕт сутаççĕ, Н. Авксентьев предприниматель кашни кун 3-4 тонна таранах пуçтарать. Сĕт сутакансемпе укçа-тенкĕ енчен вăхăтра татăлса пыма тăрăшать Николай Михайлович. Çавăнпа та ялта ỹпкелешсе калаçакансем çукпа пĕрех. Районти ытти ялсенче те выльăх-чĕрлĕх йышлă усрани пурнăçа лайăхлатса пымалли тĕп çул-йĕр пулнине лайăх ăнланаççĕ. Хирте пĕрер гектар çĕр уйăрса пани те хресчен хуçалăхне аталантарма нумай пулăшать. Статистика органĕсенчен ыйтса пĕлнĕ тăрăх, районта килти хушма хуçалăхсенче 4833 пуç мăйракаллă шултра выльăх усраççĕ. Сыснасен шучĕ те нумай. Сурăх, качака усракансем те сахал мар. Хăйсенчен ытлашши ял хуçалăх продукчĕсене сутса укçа тăваççĕ çынсем, çапла çурт-йĕр лартаççĕ, çăмăл автомашина туянаççĕ тата ытти те. Паллах, выльăх-чĕрлĕх усрама çăмăл мар, тар тухиччен ĕçлемесĕр ырлăх-пурлăх тăваймăн. Кунта, чăн та, патшалăх пулăшăвĕ те кирлĕ. Раççей ял хуçалăх министрĕ А.Гордеев иртнĕ кунсенче пирĕн республикăра пулнă чух килес çул ял ĕçченĕсем валли пысăк çăмăллăхсем пуласси çинчен шантарни кăмăла çĕклет. Паллă ĕнтĕ, хальхи вăхăтра пĕтĕмĕшле продукцин çуррине ытла (пирĕн район тĕслĕхĕнче _ 60-70 процент) уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсем туса илеççĕ. Çитес çултан фермер хуçалăхĕсене пысăках мар кредит (50-100 пин тенкĕ) икĕ-виçĕ çуллăха уйăрма палăртаççĕ. Вăл укçапа харпăр-хăй хушма хуçалăхне аталантарма пулать. Кредит уйăрассине Раççей ял хуçалăх банкĕ хăй çине илет. Кредитăн 95 процентне федераци, ытти пайне регионсен бюджетĕнчен уйăраççĕ. Урăхла каласан, çак кредит хресчен хуçалăхĕшĕн процентсăр майлах. Ман шутпа, çỹлте асăннă кредита илни пирĕн районти фермерсемшĕн питех те усăллă пулмалла. АСĂРХАНĂ-и эсир: килти хушма хуçалăхра йышлă выльăх-чĕрлĕх усракан çын кăмăлĕпе те ырăрах, хăнасене те тарават. Çын килсен сĕтел çине кăларса лартмалли апат-çимĕçĕ те çителĕклĕ ун. Выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕп йышлă усракан çыннăн ачи-пăчи те ĕçчен çитĕнет. "Ĕç _ чи лайăх воспитатель", - тесе ахальтен каламаççĕ пулĕ çав.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 ноября 2005
00:00
Поделиться