Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăмăршăра _ Министерство кунĕ

ЮН КУН пирĕн районта Чăваш Республикинчи градостроительствăпа обществăлла инфраструктура аталанăвĕн министерствин кунĕ пулса иртнĕ, унта хутшăнма Шупашкартан министр çумĕсем М.В.Янковскийпе А.А.Игумнов, градостроительствăпа архитектура управленийĕн начальникĕ Г.Л.Димитрова, ЖКХ тата пурăнмалли çурт-йĕр реформин пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ В.Г.Алексеев, автомобиль çулĕсен управленийĕн начальникĕ В.А.Атрохов, патшалăхăн ведомство тулашĕнчи экспертиза управленийĕн начальникĕн çумĕ В.Н.Смышляев килнĕ. Хăнасем чăн малтан Шăмăршăра "Строитель" ООО çĕклекен 16 тата 8 хваттерлĕ çуртсене çитсе курнă. Çак çуртсене "Кивĕ çурт-йĕре çĕнетесси" тата "Социаллă çурт-йĕр" республика программипе уйăрнă укçа-тенкĕпе тăваççĕ. 2 тата 1 пỹлĕмлĕ хваттерсене йышăнса пĕтернĕпе пĕрех. "Строитель" ООО генеральнăй директорĕ Н.Н.Быков пĕлтернĕ тăрăх, 16 хваттерлĕ çурта çулталăк вĕçлениччен хута ямалла. Унтан хăнасем "Строитель" ОООра тата Шăмăршăри ДРСУра пулса вĕсен ĕçĕпе интересленнĕ, "Çĕрпỹ-Сызрань" аслă çул хĕрринчи сервис объекчĕсемпе паллашнă. Шупашкарсене Шăмăршă ялĕпе ун таврашĕ çĕнелсе илемленни питĕ килĕшнĕ. Министерство ĕçченĕсемпе пĕрле район пуçлăхĕ В.П.Фадеев тата унăн çумĕ В.Н. Никифоров çỹренĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 ноября 2005
00:00
Поделиться