Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Район энциклопедийĕ кирлех

Юлашки çулсенче нумай районсем хăйсен энциклопеди-йĕсене пичетлесе кăларчĕç. Кỹршĕллĕ районсем те пăрăнса юлмарĕç ку ĕçрен. Апла пулсан, пирĕн те çанăсене тавăрма вăхăт: Шăмăршă районĕн те хăйĕн энциклопедийĕ пулмаллах. Шăмăршă тăрăхĕ хăйĕн историйĕпе, паллă çыннисемпе пуян. Вĕсем çинчен кашни çыннăнах, уйрăмах çамрăксен, пĕлмеллех. Энциклопеди хатĕрлеме, материалсем пухма пултаракан çынсем çук мар _ пуçарса, йĕркелесе яни кăна кирлĕ. Район хаçатĕнче ĕçлекен журналистсем те ку тĕлĕшпе пысăк ĕç тума пултараççĕ. Район энциклопедийĕ валли материалсем пуçтарас ĕçе библиотекарьсене, культурăра вăй хуракансене, учительсене явăçтарасчĕ. Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан пирĕн паллă ентешсем те витĕмлĕ пулăшу пама пултараççĕ. Паллах, энциклопеди хатĕрлесе пичетлесе кăларма укçа-тенкĕ пайтах кирлĕ. Ман шутпа, çак пархатарлă ĕçрен никам та пăрăнса юлас çук _ вăй çитнĕ таран пулăшатех. Спонсорсем те тупăнаççех пулĕ, тетĕп. Ман шухăшпа район ертỹçисем те килĕшессе шанас килет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 ноября 2005
00:00
Поделиться