ПУРНĂÇ ТАППИН ĂМĂРТĂВĔНЧЕ
Шăмăршă районĕ малаллах туртăнса пырать. Халăхăн пурнăç шайĕ лайăхланса пыни те куç кĕрет. Çавăнпах ĕнтĕ Шăмăршăсем Валерий Петрович Фадеева район ертỹçине тепĕр хут суйламашкăн республикăра пуринчен те ытларах сасă парса шаннă. Район пурнăçĕ епле аталанса пыни çинчен, çĕнĕ çитĕнỹсем пирки Валерий Петрович каласа парать. _ Юлашки çулсенче Шăмăршă районĕ мĕнле аталанса пыни çинчен нумай калаçаççĕ. Тăрăшатпăр чăнах та. Çитменлĕхсем те, лайăххисем те пур. Хăй тытăмлăх çĕнĕ саккунне илес пулсан, эпир ăна маларах сиссе, библиотекăсене, клубсене, фельдшер пункчĕсене тата ял администрацийĕсен кантурĕсене пĕр çивитти айне пуçтарса пĕтертĕмĕр _ культура çурчĕсене пухрăмăр. Вĕсене пурне те тĕпрен юсаса пĕтернĕ. Капла тăкакĕ те сахал. Пурте пĕр çуртра: хутса ăшăтма, тытса тăма укçи-тенкĕ сахалрах каять. Халăхшăн та меллĕ. Пĕлтĕрхи çул пуçламăшĕнче эпир тата тепĕр çĕнĕлĕх туса хутăмăр. Культурăпа вĕрентỹ пайĕсене пĕрлештертĕмĕр, спорт тата çамрăксен политики пайĕ пĕрле пулать. Унăн ертỹçи _ манăн çум _ Наталья Германовна Игнатьева. Бухгалтерисене пĕрлештертĕмĕр, штатсем чакаççĕ, перекет пулать. Ял хуçалăх енĕпе илсен кăçал эпир аван тупăш илтĕмĕр. Пĕр гектартан, вăтамран илсен, 22 центнер ытла тĕш тырă пỹлмене кĕчĕ. Сахăр кăшманне районта 2000 гектара яхăн лартса илтĕмĕр. Виççĕмĕш çул ĕçлетпĕр ку культурăпа. Тепĕр çул тата ытларах акасшăн. Тухăçĕ пысăк. "Исток" хуçалăх кăçал пĕр гектартан 377 центнер сахăр кăшманĕ туса илчĕ. Малашлăхра кирпĕч завочĕ тăвас шухăш пур. Пирĕн çĕрсем çинче, 100 гектар çинче, 100 çуллăх юрăхлă тăм пур. Тата та пысăк ĕмĕтсем пур. 10 пин гектар пусă çаврăнăш туса çĕр лаптăкĕсемпе тухăçлă усă курасшăн. Районта коллективлă хуçалăхсем пурĕ те 2 çеç юлнă, ыттисем пурте е тулли мар яваплă обществăсем, акционерсен хупă обществисем е агрофирмăсем, е фермер хуçалăхĕсем çине пайланса пĕтнĕ. Харпăрлăх секторĕ анлă аталаннă. Пирĕн ял хуçалăх управленийĕ вĕсен ĕçне хутшăнсах та каймасть. Хресченĕн пĕртен-пĕр вăйлă психологи: харпăрлăх туйăмĕ ăна çĕр çинче çирĕп тымар ярса тăрăшса ĕçлеме хистет. Тухăçĕ те, тупăшĕ те, пахалăхĕ те капла ытларах пулать. Вĕсем хăйсен ĕçне пĕлсе ĕçлеççĕ, мĕн туса илессине те рынок пурнăçне туйса шайлашăнса йĕркелеççĕ. Кăçал пирĕн республикăна РФ ял хуçалăх министрĕ Алексей Гордеев килсен çапла каларĕ: "Тепĕр çултан ял хуçалăх ĕçченĕсем вали пысăк çăмăллăх пулать", - терĕ, - уйрăм хуçалăхсем 300 пин таран укçа-тенкĕ лизингпа илме пултараççĕ, фермер хуçалăхĕсем вара _ 3 миллион тенкĕлĕх. Пирĕн фермерсем нумай. Уйрăм хуçалăхсем те выльăх-чĕрлĕх ỹстерсе тупăш кураççĕ. Çак çăмăллăхсемпе эпир питĕ хăвăрт усă курма пултаратпăр. Халĕ Киров ячĕллĕ СХПКра та фермерсен хуçалăхĕсене йĕркелетпĕр. Халăх тỹрех ăнланчĕ. 4 фермер хуçалăхĕ пулать, кашнийĕ лайăх çĕршĕн тăрăшма пуçларĕ. Ун хыççăн "Восходра" та йĕркелĕпĕр. Малашлăх _ фермер хуçалăхĕсенче. Пĕтĕм тĕнче çапла пурăнать. Çынсем пĕрлешỹллĕ хуçалăхрах ĕçлес тесен, вĕсене чармастпăр. Тархасшăн, ĕçлеччĕр. Районта хуçалăхсене, учрежденисемпе организацисене те газ кĕртсе пĕтернĕ. Халĕ шыв пăрăхĕсем кĕртесси анлă сарăлнă. Кăçал 30 миллиона яхăн укçа-тенкĕпе плотина тума, тепĕр 30 миллионпа шыв пăрăхĕсем хунă çĕрте усă курнă. Çитес çул халăха шывпа тивĕçтерме тепĕр 45 миллион тенкĕ республика бюджетĕнчен уйăраççĕ. Плотина туса пĕтерсен шывпа хамăр района çеç мар, кỹршĕллĕ районсене те тивĕçтерме пултаратпăр. Плотинана паянхи кун ыйтнă шайри проектпа тăватпăр, шыв тасатмалли чи çĕнĕ сооруженисем пулаççĕ. Артезиан скважинисем те йĕркелетпĕр. _ Валерий Петрович, вĕрентỹ, культура, спорт пурнăçĕнче мĕнле çитĕнỹсем пур сирĕн? _ Районта пурĕ 3 никĕс шкулĕ. Кĕçĕн классене те çĕнĕ тытăмпа ĕçлеттересшĕн. Мĕн пур шкулта юсав ĕçĕсем туса пыратпăр. Паянхи куна пирĕн 6 тĕслĕх библиотеки, çемье врачĕн офисĕ - 5. Тĕп больницăра юсав ĕçĕсем пыраççĕ, реконструкци пуçланнă. Унта хăватлă оборудовани лартатпăр. Çĕнĕ спорт комплексĕ хута ярасшăн. Районти мĕн пур шкул, ача сачĕн çурт тăррисене хĕç тимĕрпе витсе тухрăмăр. _ Эсир лаша спортне кăмăллатăр. Хăвăр та час-часах ăмăртусене хутшăнатăр. _ Илпек Микулайĕн "Хура çăкăрне" вуланисем пĕлеççĕ _ унта лаша ăмăртăвĕсем çинчен епле хитрен çырса кăтартнă. Шăмăршăра авалтан пыракан çак йăлана эпир манас теместпĕр, малаллах аталантарса пырасшăн. А.В.Максимов ертсе пыракан "Агросервис" предприятире лаша ферми пур. Унта пурĕ - 12 пуç лашасемпе рысаксем. Пирĕн "Карнавал" ятлă рысак Мускаври Раççей рысакĕсен чупăвĕнче çĕнтерчĕ. Унтан эпир ăна Хусан хулин 1000 çуллăхне паллă тунă уява илсе кайрăмăр. Чăваш рысакĕ çĕнĕ ипподромра рекорд лартрĕ, 1600 метрлă дистанцире чупса 1-мĕш вырăна тухрĕ. Шăмăршă районĕ пурнăç таппин ăмăртăвĕнче те çак рысак пекех малалла ăнтăлать, çĕнтерсе пырать.