Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Наркотик - чăннипех "шурă вилĕм"

Çын наркотике парăнни _ пĕр енчен, унăн кăмăл-туйăмне палăртакан пулăм; тепĕр енчен, общестăври лару-тăрăва кăтартать. Унашкал обществăра çынсен ăнланулăхне витĕм кỹмелли механизмсем _ право, мораль, наука тата ытти _ хавшак. Акă мĕншĕн наркомани уйрăм çын нуши те, обществăн çивĕч ыйтăвĕ те. Наркотиксен тыткăнĕнчи çын мĕнле улшăнать-ха. 1 тапхăр. Çын ăнсăртран кăна тата пĕчĕк дозăсемпе наркотиксемпе усă курать. Халь-лĕхе нимĕнле йывăрлăх та çук, вăл гигиена нормисене пăхăнать, ĕçре те, шкулта е килте те тирпейлĕ. Наркотик туянма укçа çитет, преступлени тума кирлĕ мар. 2 тапхăр. Çын наркотиксене хăнăхса пырать ĕнтĕ, вăл хăйне хăналасса кĕтмест. Наркотиксемпе мĕнле усă курмаллине, вĕсене ăçтан тупмаллине лайăх пĕлет. Иккĕмĕш тапхăр вĕçнелле лару-тăру йывăрланать: наркотик ытларах кирлине пула тăкаксем те пысăкланаççĕ, çавна май укçа енĕпе йывăрлăх тухса тăрать, шкулта е ĕçре лару-тăру çивĕчленет, килте те хирĕçỹсем çуралаççĕ. 3 тапхăр. Çын текех хăйĕнпе хуçа мар ĕнтĕ, вăл наркотиксăр пурăнаймасть. Ытларах чух ку тапхăрта темиçе йышши наркотикпа усă кураççĕ. Çак тапхăрта çынсем больницăра сипленнĕ хыççăн та наркотиксен тыткăнĕнчен тухаймаççĕ. Çын шкула, ĕçе çỹреме пăрахни те час-часах, çемьере лару-тăру питĕ çивĕч. 4 тапхăр. Ку тапхăрта наркотиксем хăрушă витĕм кỹреççĕ. Черетлĕ доза нимĕн чухлĕ те пулăшмасть, ỹт-кĕлетке куç умĕнчех "хăрать". Çын наркотиксемпе юн тымарĕнчен укол туса усă курать ĕнтĕ. Çак тапхăрта наркотиксем ытлашши пысăк дозăпа усă курнипе, аварисене лексе, преступлени объекчĕ пулса, инфекци лекнипе, хăйсем çине алă хунипе пурнăçран уйрăлнă тĕслĕх питĕ нумай.



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 ноября 2005
00:00
Поделиться