Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЭКОЛОГИ ЫЙТĂВĔСЕМПЕ

Шăмăршă районĕнчи библиотекăсем халăха экологи пĕлĕвĕсем парас тĕлĕшпе ирттерекен республикăри конкурса хастар хутшăнаççĕ. Кашни библиотекăрах "Ỹсен тăрансен тĕлĕнмелле тĕнчи", "Çулталăк вăхăчĕсем", "Хамăрăн пĕчĕк çĕрĕмĕре упраса хăварар", "Çухатнă гармоние шыраса" ятпа кĕнеке выставкисем йĕркеленĕ, çут çанталăка упрас темăпа экологи урокĕсем иртеççĕ. (Район администрацийĕн сайтĕнчен). Ыр çын каять _ ят юлать... ÇĔР çинчи пурнăç хăналăх кăна тесе тĕрĕс калаççĕ пулĕ çав. Турă çырни кашнин тĕрлĕрен: пĕри нумай çул пурăннă хыççăн ватăлса çĕре кĕрет, тепри вара, пурнăç илемне туллин кураймасăрах, çамрăк чухнех куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупать. Халĕ те куç умĕнче пек-ха çутă сăнлă, патвар кĕлеткеллĕ, çынпа хĕр пек сăпайлă калаçакан Василий Павлович Синяков. Чĕрĕк ĕмĕр ытла çывăх палланă эпĕ ăна: салтакран тин килнĕ Василий тракторпа суха тунине те, каярахпа ял Совет пуçлăхĕнче, партком секретарĕнче, колхоз председателĕнче ĕçленине те лайăх ас тăватăп. Хаçат ĕçĕпе Чукала пырсан, Василий Павловичпа тĕл пулса калаçмасăр кайман. "Утса çỹрекен энциклопеди" пулнă вăл маншăн: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе вĕсен наградисем, колхоз ĕçĕнче малта пыракансем çинчен питĕ тĕплĕ пĕлетчĕ, камăн ывăлĕ ăçта салтак службинче тăнине те, ял çамрăкĕсем хăш хулара вĕреннине те тĕп-тĕрĕс калама пултаратчĕ. Чукал тăрăхĕнчи колхозсен экономики çирĕпех пулман, çавăнпа районти канашлусенче Василий Павловича сăмахĕ те ытларах тиветчĕ. Тивĕçлипе те, тепĕр чух тивĕçлипех мар та ятланă пулĕ ăна. Василий Павлович критикăна яланах тĕрĕс йышăннă, тавлашăва кĕмен, ĕçе лайăхлатасчĕ тесе вăй çитнĕ таран тăрăшнă. Ялта ача сачĕ тусан, асфальт сарма тытăнсан, çĕнĕ кĕпер хывсан çав тери хĕпĕртенĕччĕ, çуртсене çут çанталăк газĕ кĕртнĕ чух вара унран телейлĕ çын та çукчĕ. Ялти культурăпа кану тата сывлăх центрне ĕçе ярассишĕн нумай тăрăшрĕ. Ял пуçлăхĕн ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман, çак канăçсăр ĕç В.П. Синяковăн сывлăхне те шĕкĕ пек кăшланах ĕнтĕ. Йывăр хуйхи-суйхи те тупăнсах тăчĕ: салтакран тин çеç таврăннă пăхаттир пек ывăлĕ сарăмсăр вилсе выртрĕ, нумай та вăхăт иртмерĕ _ ашшĕ, ун хыççăн çывăх тăванĕ çĕре кĕчĕç. Çын хуйхи куçа курăнмасть те, чăтса ирттерме ах-тур йывăр пулнă ĕнтĕ. Кăçалхи суйлавра ял халăхĕн питĕ пысăк пайĕ вырăнти влаçа каллех В.П.Синяков ертсе пытăр тесе сасăларĕ. Шел, халăх умĕнче тупа тума ĕлкĕреймерĕ, ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулса пĕр кун та ĕçлесе кураймарĕ Василий Павлович. Ĕмĕчĕсем вара пысăкчĕ. Çĕнелсе пыракан Чукалпа Улмаллă ялĕсем татах та илемленччĕр, ялсене ĕçмелли паха шыв çиттĕр, кашни урам асфальт çулпа витĕнтĕр тесе тăрăшас ĕмĕтлĕччĕ. Шел, мĕн тăвас тенине тăваймарĕ. Унăн ырă ĕçне ытисем малалла тăсĕç. Чукала пырсассăн ал параттăн, Калаçаттăн, çывăх тăванла. Халĕ те куç умĕнче тăратăн, Упраймарăмăр, юлташ, сана... Василий Павловича юлашки çула ăсатма çĕр-çĕр çын пынăччĕ, çакă та вăл халăхра тата юлташĕсем хушшинче хисеплĕ пулнине çирĕплетет. Ырă ячĕ яланах пирĕн чĕресенче упранĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 ноября 2005
00:00
Поделиться