Чыс та хисеп сана, ĕçчен хĕрарăм
ĔÇ çынна илем кỹрет. Чунпа ĕçе парăннă çын кăна халăхра чыспа хисепе тивĕçет. Медицина ĕçченĕсем хушшинче те ырă ята тивĕçнĕ çынсем сахал мар. Ача çуратмалли çуртра нумай çул хушши, 1973 çултанпа тăрăшать М.Яковлева. 1969 çулта Шупашкарти медицина училищинчен вĕренсе тухсан тăван районĕнче, Патăрьелĕнчи больницăра виçĕ çул вăй хунă. Çамрăк медсестра унтах пултарулăхпа, тăрăшулăхпа палăрнă. Мăшăрне Шăмăршă районне ĕçлеме ярсан, унран юлас темен Мария Ивановна, арăмĕпе упăшкин пĕрле пулмалла тесе тĕв тунă. 32 çул пĕрремĕш хут çут тĕнчене çуралакан ачасене курма, вĕсене алла илсе лăпкама, амăшĕсене йăпатма, лăплантарма пултарнă хĕрарăм. Çак çулсем хушшинче темĕн те курма тивнĕ М.Яковлевана. Мария Ивановна 1750 яхăн ача çураттарнă. Унăн ĕç опычĕ пуян, вăл дежурствăра пулнă чухне пĕр пепке те вилмен. Донор пулса та нумай амăшне пулăшнă вăл. Çуралнă ачасене те унăн юнне янă. Ачасем нумайрах чухне çĕрле çуралаççĕ. Çав вăхăтра ача çураттаракан тухтăрсем те килĕсенче. Пĕррехинче Мария Ивановнăн çĕрле 5 пепке çураттарма тивнĕ. Ирхине улттăмĕш хĕрарăма илсе килеççĕ, ăна та телейлĕ амăшĕ пулма пулăшать М.Яковлева. Чăн-чăн "рекорд" кăтартнă ун чухне медицина сестри. Çав "рекорда" паян кунччен те никам та çĕнетеймен. 70-80-мĕш çулсенче районта çулталăкне 350 ачана яхăнах çуралнă. Вĕсенчен 70-75-шне М.Яковлева йышăннă. Тăрăшса ĕçлекен, чунĕпе илемлĕ хĕрарăм çинчен калас та калас килет. Мăшăрĕпе Федор Феоктистовичпа виçĕ ывăл пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Икĕ мăнукĕ те савăнăç кỹреççĕ асаннепе асаттене. Чăннипех те телейлĕ хĕрарăм вăл Мария Ивановна. Унăн умĕнче пуçа таймалли çеç юлать. М.Яковлевана тăван коллектив сума сăвать, унран вĕренсе пырать. Нумай ашшĕ-амăшĕ те унăн ĕçне хисеплесе чĕререн тав тăвать