Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЧĂВАШ ТЕЛЕВИДЕНИЙĔ _ КРУЖОКА ÇỸРЕКЕНСЕМ ПАТĔНЧЕ ХĂНАРА

ÇАК кунсенче Чăваш телевиденийĕн журналисчĕсем Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулти кружок членĕсем патĕнче хăнара пулнă. Журналистсем "Эдельвейс" тата "Фламинго" ташă ансамб-лĕсене ỹкерсе илнĕ, ачасем Ирланди ташшине кăтартса панă. Т.Ванюшина ертсе пыракан "Ăстаçăсем" кружок членĕсемпе Е.Федорова ушкăнĕнчи çамрăк çĕвĕçсем пуçарнипе "Шемуршиночки" выставка йĕркеленĕ. Унта районти çамрăк ăстаçăсен кружокĕсем пурте хутшăннă. Пуканесен дизайнне "Тĕрлĕ нациллĕ, интернационаллă Шăмăршă" блокра кăтартнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 ноября 2005
00:00
Поделиться