Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇЕМЬЕРЕ ТЕ, ПУЛТАРУЛĂХ ĔÇĔНЧЕ ТЕ _ ЫРĂ ТĔСЛĔХ

РЕСПУБЛИКĂРИ телевидени Шăмăршăри Смирновсен тĕлĕнмелле ырă çемйи çинчен каласа панăччĕ ĕнтĕ. Надежда Петровна Смирнова _ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, ĕмĕрĕ тăршшĕпех Шăмăршăри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Çав тери ăшă кăмăллă та пултаруллă хĕрарăм вăл, ватлăх мĕнне пĕлмесĕр "Сударушка" ансамбльте те юрлать. Надежда Петровна _ çемьери таса юрату управçи те. Унăн мăшăрĕ _ Леонид Семенович _ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕ. Инсульт асапне пула нумай хушă вырăн çинчен тăраймасăр, хускалаймасăр выртнă. Надежда Петровна тăрăшнипе, Леонид Семенович ура çине тăма пултарнă. Н.П.Смирнова илемлĕ тĕрĕсен ăсти те. Унăн ĕçĕсене Шупашкарти Наци музейĕнчи выставкăра та кăтартнă. "Тĕрленĕ чухне çур çĕр иртсе 2 сехетченех ларатăп. Чун канăçне те хамăн тĕрĕсенче тупатăп", - тет Надежда Петровна



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 ноября 2005
00:00
Поделиться